Вĕрентỹ, патриотлăх темисем муниципалитет пуçлăхĕсемшĕн те ют мар

Категория: Публикации Опубликовано: 30.08.2022, 08:58 Просмотров: 160

 Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта республикăри муниципалитет тата хула округĕсен пуçлăхĕсемпе, вĕрентỹ управленийĕн начальникĕсемпе канашлу иртрĕ. Семинара хутшăнакансене Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов кĕтсе илчĕç. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертỹçи Вячеслав Борисов ертсе пычĕ. Канашлăвăн тĕп теми çамрăксенче патриотлăх туйăмне çуратасси, вĕрентỹри çĕнĕлĕхсем пирки пулчĕ.

Ачасенче Тăван çĕршыва юратас туйăма мĕн пĕчĕкрен хывмалла, çак ĕçе вĕрентỹ учрежденийĕсенче те, килте те пурнăçламалла. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, самана арпашăннă самантра, çамрăк ăру патне тимлĕх сахалланнă. Çак çитменлĕхе пĕтерессишĕн юлашки вăхăтра шкулсенче, техникумсемпе колледжсенче тата ытти çĕрте те ĕçлеççĕ, малашне тата та ытларах вăй хума палăртаççĕ. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертỹçи Вячеслав Борисов та каларĕ. Ун сăмахне ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров та çирĕплетрĕ. Вăл волонтерсен юхăмĕ çуллен вăйланни, ачасен чĕринче ырăлăх туйăмĕ пурри, ашшĕ-амăшĕпе шкул пĕрле килĕштерсе тăрăшсан тĕллевсене пурнăçлама пуррине пĕлтерчĕ.

Вĕренекенсем тивĕçлĕ пĕлỹ илччĕр тесен вĕрентỹ пахалăхне лайăхлатмалла. Учительсен ĕçĕ ачасенче, вĕсем хутшăнакан тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче, конкурссенче курăнать. ЧР вĕрентỹ министерствин "Чăваш Республикинчи вĕрентỹ институчĕ" учрежденин ректорĕ Юрий Исаев патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсен, олимпиадăсен кăтартăвĕсемпе хатĕрленĕ презентаципе паллаштарчĕ.

 Çыннăн пурнăçра тĕрĕс професси суйласа илме пĕлмелле. Пĕр вăхăт республикăра юристсемпе экономистсем нумайланса кайрĕç, çавна май ĕç тупайманнипе нушаланаççĕ. Ытти отрасльсенче кадрсем çитмеççĕ. Çак ыйтăва татма республикăри шкулсенче профильлĕ классем йĕркелеме пикеннĕ. ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Наталья Поздеева профильлĕ классем уçăлни, вĕсем шăпах ачасене кăмăла каякан ĕç суйласа илме май панине, "Вĕрентỹпе производство класĕсем" проекта еплерех пурнăçланине пĕлтерчĕ.

Республикăра çынсен сывлăхне çирĕплетессипе, спорта аталантарассипе чылай вăй хураççĕ: физкультурăпа спорт комплексĕсем, стадионсем уçăлаççĕ. Тĕрлĕ шайри ăмăртусем пулаççĕ. Муниципалитет территорийĕсенче официаллă иртекен спорт мероприятийĕсене йĕркелесе ирттерсе ярасси çинчен ЧР спорт тата физкультура министрĕн çумĕ Алексей Чернов чарăнса тăчĕ.

Спортсменсене хатĕрлекен А. Игнатьев ячĕллĕ центрăн сектор зеведующийĕ Светлана Григорьева шкулсенче, организаци-предприятинче ГТО нормисене тултарасси пирки, спорт патриотлăха, йăла-йĕркене упрама май панине каларĕ.

Муниципалитет пуçлăхĕсем вĕренỹ учрежденийĕсенче ачасене ĕçе хăнăхтарассине тепĕр хут йĕркелесси, учительсене тунă çитĕнỹсемшĕн хавхалантарасси çинчен сăмах пуçарчĕç.

 Канашлу вĕçленсен Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн командипе район администрацийĕсен пуçлăхĕсен командин волейболла выляссипе мини-турнирĕ иртрĕ. Вăйă муниципалитет пуçлăхĕсем çĕнтернипе вĕçленчĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика