"Чỹречерен шаккаман каç иртмен" Феофания Волкова

Категория: Публикации Опубликовано: 02.09.2022, 14:45 Просмотров: 886

Çĕнĕ Ахпỹртре фельдшерица пулса 32 çул ĕçленĕ. Вĕсенчен 29 çулне вăл фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче тăрăшнă.

- Ачалăхăм çăмăлпа иртмерĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин терт-нуши пирĕн çума çамрăклах çыпăçăнчĕ. Çие тăхăнмалли пулман. Урана çăпата та сырса курнă. Вĕлтĕрен яшки те çинĕ. Хирте крахмал та пуçтарнă эпир. Юрать паянхи кун пурăнмалăх сывлăхăм пур. Тете мана çине тăрсах вĕренме хистерĕ. Ялта вăтам шкул пулманран хăйпе пĕрле Шăхасана илсе кайрĕ. Унтан Канашри медицина училищине çул тытрăм,- аса илет Феофания Васильевна.

Пĕрле ĕçленĕ юлташĕсене халĕ те ырăпа аса илет Ф.Волкова. Фекла Сачкова, Алевтина Алемесова, Юлия Казакова хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçланине çирĕплетет. Аслăраххисенчен хăй те сахал мар вĕреннĕ, кĕçĕнреххисене ĕç ăсталăхне панă. Пысăк яваплăхлă фельдшерица ĕçĕ. Ялĕ пĕчĕк мар. Ача çуратакан нумай. Килĕрен 5-6 хĕрпе ывăл ỹснĕ. Ытлараххисем те нумай. Çитĕнекен ăрăва çулталăка çитиччен кашни эрнерех килĕсене кайса пăхса тăнă.

- Чỹречерен шаккаман каç иртмен,- тет халĕ фельдшерица. Йыш хушма хатĕрленнĕ хĕрарăмсене район больницине илсе çитерме те ансат пулман. Çуркунне вара Пăла юхан шывĕ çыранран тухни тата йывăрлăх кỹнĕ.

Вырăнта пĕрремĕш пулăшу паракан пулнă фельдшерица. Вылянă чухне аманнă ачасен суранĕсене те, вар-хырăмĕ пăсăлнисене те вырăнтах сипленĕ. Профилактика прививкисене - столбнякран, полиомиелитран, сар ỹкесрен, хĕрлĕ шатраран, туберкулезран тата ытти те - вăхăтра йĕркелесе пынă.

Вырма вăхăтĕнче кану кунĕсемсĕр ĕçленĕ. Ял халăхĕ йышлă ĕçлекен çĕре çỹренĕ. Пăрçа, утă çулнă, йĕтеме тырă кĕртнĕ çĕре çитнĕ. Вĕсенче çынсен куçĕсене эмел янă, сывлăха упрамалли пирки калаçу пуçарнă.

 Ачасем шкула кайма пуçласан вĕренỹ учрежденине хутланă. Пыйтă нушалантарнă, кăрчанак чирĕ пулнă. Шĕврĕлчен те тĕл пулнă ачасен. Ĕçне тивĕçлĕ туса пыни Ф.Волковăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ медицина ĕçченĕ" ята илме май панă.

 - Ялта ĕçленĕ вăхăтра кĕмен кил, пулăшу паман çын юлман та пуль. Эрнерен-эрнене кил-çурт тасалăхне те тĕрĕслеме тухаттăмăр. Пирĕншĕн ачасен те, аслисен те, ваттисен те сывлăхĕ хаклăччĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чылай çыннăн пурнăçне татрĕ. Çемьерен тăваттăн алла хĕç-пăшал тытнă пирĕн. Аттепе Миккуль тете тăван яла таврăнайман та. 4 çулта çурма тăлăха юлнă эпĕ. Çавăнпа маншăн кашнийĕн сывлăхне упрасси малта тăнă. Пĕрисене эмелпе, теприсене сăмахпа сиплеме тăрăшаттăмăр. Шел, мăшăрăм та ир вилчĕ. Шăпа пỹрни çапла пулчĕ пулас,- тет Феофания Васильевна.

Кĕçĕн хĕрĕ 9 çулта юлнă ашшĕнчен. Ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерме пултарнă амăшĕ. Асли - Валентина - Пермьри фармацевтика институтĕнче вĕренсе тухнă хыççăн паянхи кунчченех Патăрьелĕнчи тĕп аптекăра ĕçлет. Красномайскине качча тухнă. 2 ача çитĕнтереççĕ. Светлана Ивановăри аслă шкулта пĕлỹ пухнăскер Шупашкарта çĕвĕ изделийĕсен технологĕнче тăрăшать. Алевтина Патăрьелĕнчи "Солнышко" ача садне ертсе пынă.

Кулленхи пурнăçра ĕç практики халĕ те пулăшать тăххăрмĕш теçеткере пыракан ватта. Кỹршĕ-аршă хăш чиртен мĕнле сипленмеллине канаш ыйтсах тăрать. Сиплĕ курăксем хатĕрлеме те ỹркенмест. Пĕччен пурăнаканскерĕн кỹршĕ те, ял-йыш та тăван вырăнĕнчех. Кăмăлне кура кашнийĕ ыр кун-çул, ирсерен сывлăх сунаççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика