Хаçатри салам - чи лайăх парне

Категория: Публикации Опубликовано: 06.09.2022, 11:29 Просмотров: 732

Çулталăкăн кашни кунĕ мĕнле те пулин пулăмпа çырăнса юлать. Пĕри хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать, тепри пурнăç çулĕ тăрăх савнă мăшăрĕпе алла-аллăн тытăнса утма тытăннăранпа "кĕмĕл" е "ылтăн" туй çитнине аса илет, виççĕмĕшĕн те манăçми саманта куç умне кăларма тивĕçлĕ сăлтав пур. Апла-тăк, вĕсен савăнăç-телейне, хаваслăх-хĕпĕртĕвне мĕншĕн ыттисемпе пайлас мар?

 Çак тĕллеве пурнăçа кĕртес тесен, ниçта та мар, районти "Авангард" хаçат редакцийĕн реклама пайне çеç килмелле. Кунта вăл е ку çыннăн пурнăçĕнчи паллă пулăмсен ячĕпе çывăх тăванĕсем, тус-юлташĕсем, ĕçтешĕсем çырнă саламсене хапăл тусах йышăнаççĕ. Хаçатра пичетленнĕ чун-чĕререн çĕкленсе те хĕмленсе тухнă йĕркесенчен тăракан ăшă сăмахсем вĕсене чи лайăх парне пулни çинчен ăнлантарса пама кирлех те мар пулĕ. Çынлăха, чыслăха, этемлĕхе, сумлăхпа ыр кăмăллăха мала хуракансем шăпах çапла тума тăрăшаççĕ те. Никам хистемесĕрех вĕсем редакцие килеççĕ, шалти туйăм сассине тăнласа, хăйсен хаклă та çывăх çыннисене хаçат урлă саламланинче кăмăл-сипет тараватлăхĕпе тасалăхне курса тăраççĕ. Акă, çар службине чикĕ хĕрринче ирттернисене районти "Пограничное братство" пĕрлешỹ юбилейсемпе саламласси ырă йăлана кĕчĕ. Çавăн пекех танкистсем те пĕр-пĕрне çавра менельникпе хаçат урлă ăшă сăмахсемпе савăнтараççĕ. Хăш-пĕр шкул коллективĕсем те ĕçтешĕсене паллă пулăмпа чыслассинче редакци пулăшăвне мала хураççĕ. Мĕншĕн вĕсенчен ыттисен тĕслĕх илмелле мар?

Ăшă сăмах вара пурин кăмăлне те çемçетет. Редакцин реклама пайĕ сирĕнпе çыхăну тытма яланах тарават. Телефон номерĕ - 6-14-47.

Саламсене пирĕн пата вăхăтра çитерсе пани вĕсене çийĕнчех хаçатра кун çути кăтартма пулăшĕ. Хальхи саманара çакна килтен тухмасăрах тума май пур. Саламсемпе сăн ỹкерчĕксене электрон почта урлă та яма пултаратăр. Электрон почта адресĕ: Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript..

Хаклă тусăмăрсем! Асра тытăр: хаçатри салам - чи лайăх парне! "Авангард" хаçат редакцийĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика