Юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи вулавăшсем паллă писательсемпе поэтсен кĕнекисемпе çеç мар, районти уйрăм хастарсен, çав вăхăтрах обществăлла организацисен пуçарулăхĕпе кун çути курнă "чун апачĕпе" те пуянланса пыраççĕ. Çакă, паллах, вулакансен йышне, вĕсен хастарлăхне те ỹстерет. Акă, темиçе çул каялла çеç районти "Пограничное братство" пĕрлĕхĕн хастарĕсем пысăк пуçарулăх кăтартса чикĕ хуралçисен ветеранĕсем пирки "Я служил на границе" пысăк калăпăшлă, нумай сăн ỹкерчĕксемлĕ кĕнеке пичетлесе кăларчĕç. Пархатарлă та ырă пуçарăва малалла тăсакансем тупăнни вара тата савăнтарать.
Çак кунсенче районти централизациленĕ библиотека системинче "Морское братство" обществăлла пĕрлĕхĕн ветеранĕсем хăйсен вăйĕпе пичетлесе кăларнă "С нами Бог и Андреевский флаг" кĕнекине презентациленĕ. Шупашкарти "Новое время" издательствăра çапăнса тухнă кĕнекене пахалама тата хак пама районти моряксен пĕрлĕхĕн пысăк ушкăнĕ, Комсомольски районĕнчи тинĕс çар флочĕн ветеранĕсем, кĕнекене хатĕрлеме пулăшнă хастарсем, моряксен çывăх çыннисемпе тăванĕсем тата ыттисем те хутшăннă.
Çĕнĕ кĕнеке вулаканшăн та кăсăклă пулмалла. Кунта Раççейри тинĕс çар флочĕн историйĕпе те, районти ветеран-моряксен ĕçĕ-хĕлĕпе те, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти моряксен кадет класĕпе çыхăну тытни, вĕсемпе пархатарлă ĕçсем пурнăçласа пыни тата ытти пирки те вуласа пĕлме пулать. Хăйĕн салтак тивĕçне тинĕсре ирттернĕ кашни ялти морякăн пурнăçĕ çак кĕнекере сăнланнă.
Патăрьел районĕ 95 çул тултарнă ятпа кĕнекене кун çути кăтартас тĕллевпе пурнăçланă ĕçсем пирки районти моряк-ветерансен пĕрлĕхĕн хастарĕ Владимир Паймуллин паллаштарнă, пысăк пулăшу панисене медальпе тата Тав хучĕпе чыс тунă.
Кĕнекене пахаласа районти "Морское братство" пĕрлĕхĕн ветеранĕсем Анатолий Казенов, Юрий Яковлев, Комсомольски районĕнчи моряк-ветерансен пĕрлĕхĕн ертỹçи Евгений Орешкин тухса каланă.
Мероприятие хутшăннисемшĕн Ыхра Çырминчи вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Кулакова флот ветеранĕсен сăн ỹкерчĕкĕсемпе тата материалĕсемпе хатĕрленĕ "Морская слава России: моряки на службе Отечеству" электронлă презентацийĕ, вулавăшăн методика уйрăмĕн заведующийĕ Ирина Гаврилова хатĕрленĕ "Петр I - великий царь и реформатор" курав та питĕкăсăклă пулнă.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |