Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Чернова, Раççей ача-пăча фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ Юрий Кислов, Чăваш Енри Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн председателĕ Наталья Николаева чăн малтанах "Сказка" ача сачĕн никĕсĕнче тунă çуллахи сценăна уçнă çĕре хутшăнчĕç. Сăмах май каласан, ăна Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн пуçарăвĕпе Чăваш Республикинче пурнăçланакан "Аслисем - ачасене" çĕнĕ проектпа килĕшỹллĕн, "Ачасен ячĕпе, ачасемшĕн" ыр кăмăллăх марафонĕнче пуçтарăннă укçи-тенкипе пурнăçланă. Малашне çак лапам шăпăрлансемшĕн культурăпа кану центрĕ пулĕ.
Тăван районăмăрăн сумлă менельникĕ ячĕпе нумай нациллĕ халăхăн культурипе, йăли-йĕркипе ял тăрăхĕсем хăйсен "çурчĕсенче" йĕркеленĕ "Ĕмĕрсем витĕр" куравра тĕплĕн паллашма май пулчĕ.
Районти ачасен пултарулăх шкулĕ умĕнчи "Пĕчĕк асамçăсем" алă ăстисен, çамрăк ỹнерçĕсен, юрă-кĕвĕ тĕнчин маçтăрĕсен пултарулăхне те уява хутшăннисем пысăк хак пачĕç. Уяв вăхăтĕнчех район администрацийĕ умĕнче йĕркеленĕ "Ăрусен тĕл пулăвĕнче" тăван районăмăр историйĕнче тивĕçлĕ тỹпе хывнă хисеплĕ ветерансем çавра сĕтел тавра ăш пиллĕ калаçу йĕркелерĕç, çынсем тăван районăмăр аталанăвне сăнлакан сăн ỹкерчĕксемпе паллашрĕç, юрларĕç-ташларĕç...
Уяврах "Асамлă эрешсем" наци костюмĕсен куравĕ, Турханти врач амбулаторийĕ йĕркеленĕ "Сывлăх территорийĕ", çамрăк хастарсен "Малашлăх кунта", спортпа туслисен "Хăвăртрах. Çỹллĕрех. Вăйлăрах" территорийĕсем, çав вăхăтрах хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи фермер хуçалăхĕсем, предпринимательсем туса кăларакан продукцисен куравĕ тата ытти те Патăрьел районĕ пур енлĕн аталанса пынине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Чернова тĕп сцена çинчен 50, 45, 40, 35, 30, 25, 20, 15, 10, 5 çул çемье телейне пĕрле пайласа пурăнакан кăтартуллă мăшăрсене чыслăн саламларĕ, ĕмĕр юратупа пĕрле пурăнма, çитĕнекен ăрушăн яланах ырă тĕслĕх пулма сунчĕ.
Уявăн официаллă пайĕ Патăрьелĕнчи ачасен искусство шкулĕнче иртрĕ. Кунта пуçтарăннă хисеплĕ ĕç ветеранĕсене, район аталанăвне хăйсен тỹпине хывнă ветерансене Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламларĕç. Уявăн сумлă пайне Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ, Патăрьелсене пысăк юбилейпе саламланă май малашне те район экономикине аталантарас ĕçре пĕрлехи вăйпа ĕçлесе пыма ăнăçу сунчĕ. Кунтах Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçĕнче пысăк хастарлăх кăтартнисене чысларĕç.
Район юбилейĕн пуян программи каçхине малалла тăсăлчĕ.Тĕп сцена çинчен чăваш, тутар, вырăс эстрада юррисем черетленчĕç, ватти-вĕтти концертра, аттракционсенче савăнчĕ. Юбилей мероприятийĕ уяв салючĕпе вĕçленчĕ.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |