"Единая Россия" партин "Раççей ялĕ" проекчĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри агропромышленность комплексĕнчи тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсене аталанма пулăшасси, ял хуçалăх производствин эффективлăхне лайăхлатасси, ялсене çĕклесси шутланать. Парти проекчĕпе килĕшỹллĕн ял территорийĕсене комплекслă аталантарассипе ĕçлеме пикеннĕ те ĕнтĕ. Çурт-йĕр-пе тивĕçтерни, ĕçе вырнаçма, вĕренме майсем туса пани, социаллă пурнăçа, культура тата кану инфратытăмне аталантарни ял пурнăçне лайăхлатасси куç кĕретех. Шăпах çак ыйтусем "Единая Россия" партин Халăх программинче пысăк вырăн йышăнаççĕ.
2021 çулта Чăваш Енри ялсене аталантарма 5 млрд тенкĕ уйăрнă. Укçа-тенке муниципалитетсенчи социаллă, коммуналлă тата инженери, траспорт инфраструктурине тума, юсама янă.
Иртнĕ çул "Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси" патшалăх программипе килĕшỹллĕн яллă вырăнсенчи автомобиль çулĕсене 174 çухрăм юсанă, 916 пуçарулăх проектне, ял территорийĕсене хăтлăлатма - 16, компактлă çурт-йĕр тума - 1, ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕпе 7 проекта ĕçе кĕртнĕ. Республика хыснинчен 147 çын ял территорийĕсенче çурт-йĕр тума паракан кредитăн процентне саплаштарма тỹлев (выплата) илнĕ.
Кăçал проектпа килĕшỹллĕн ял территорийĕсене хăтлăлатма тăватă проект, компактлă çурт-йĕр тума - тăватă, ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕпе - пĕр проект, çавăн пекех 896 пуçарулăх проекчĕпе автомобиль çул-йĕрĕн 371 участокне, коммуналлă хуçалăхăн 162 объектне, 35 масар территорийĕсене юсаса тирпейлеме, ача-пăчана вылямалли 50 лапама, 58 кану вырăнне, социаллă тата культурăллă сферăн 52 объектне хута ямалла. Пушар хăрушсăрлăхĕпе шывăн 72 объектне тирпейлеме, яллă вырăнсенчи 44не хăтлăлатма, шывăн 33 управне тасатма, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă 19 объекта юсама палăртнă.
Патшалăх программисемпе Патăрьел районĕнче те анлăн усă кураççĕ. "Чăваш Республикинчи ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси" программăпа Юхмапа Пăла тăрăхне 24530,2 пин тенкĕ уйăрнă. Çак укçапа пурăнмалли çурт-йĕре лайăхлатма икĕ çемье, Ыхра Çырминчи 180 вырăнлăх шкулăн проектпа смета документацийĕсене хатĕрленĕшĕн тỹлеме, 11 ял тăрăхĕнчи 15 пуçарулăх проектне ĕçе кĕртме, Сăкăтри тата Анат Тăрмăшĕнчи обществăлла пĕлтерĕшлĕ икĕ проекта хута яма тата ытти пысăк ĕçсене пурнăçлама усă курнă.
Кăçал районта 25,7 млн тенкĕлĕх 13 пуçаруллă проект реализацилемелле, вĕсенчен 9-не вĕçленĕ.
Ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ пĕчĕк тата вăтам харпăрлăхлă агропромышленность бизнесĕ ăнăçлă вăй илсе пынинчен нумай килет. Яла çамрăксем килни тата бизнеса хавхалантарни - паян ял территорийĕсене ăнăçлă аталантармалли тĕп условисенчен пĕри.
"Çак программа ял çыннисен пурнăç условине лайăхлатма май парать, пур власть органĕшĕн те ялсен коммуналлă, инженери, транспорт инфраструктурине аталантарасси, хăтлăх шайне ỹс- тересси чи кирлĕ тĕллев шутланать", - тесе палăртнă "Раççей ялĕ" парти проекчĕн координаторĕ Сергей Артамонов.
О. ПАВЛОВА.
Ноябрь 2024 |