Ултавçăна ыттисенчен уйăрса илме тăрăшмаллах!

Категория: Публикации Опубликовано: 09.09.2022, 13:44 Просмотров: 625

ИНТЕРНЕТ çăмăллăхĕпе усă курса мошенниксем çынсене улталани, мăшкăл кăтартни, укçи-тенкине банксенчи счет çинчен куçарса илме май тупни пирки чылай çыраççĕ, калаççĕ пулин те вĕсен шанăçне кĕрекенсем сахал мар-ха. РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн участокри уполномоченнăйĕсен начальникĕ Ильдус Козлов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх çулталăк пуçланнăранпа районта çакнашкал 29 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсем хушшинче социаллă сеть урлă тавар туянса мăшкăл курнисем те пур. Акă, пĕр арçын автомашина валли видеорегистратор, хĕрарăм капăр тюль туянас тĕллевпе укçа куçарнă. Таварĕсем вара пачах урăххисем, юрăхсăррисем килнĕ. Ишлĕ тăрăхĕнчи пĕр хĕрарăм вара ывăлĕ "йывăрлăха" кĕрсе ỹкнине ĕненсе ултавçăна 50 пин тенкĕ куçарса панă. Нумай пулмасть çеç тата çамрăк арçын Интернет мăшкăлĕ пулнă. Вăл укçи-тенкине пуçтарса пырас, процентпа "Газпрома" хурас тĕллевпе вăхăтран вăхăта кĕмĕлне счет çине куçарса пынă. Арçынтан вĕсем çине тăрсах пысăк сумма ыйтма пикенсен çеç çакскер иккĕленсе кайнă, кун пирки полицие пĕлтернĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика