Ял хуçалăх ярмăрккине хапăл тăвар!

Категория: Публикации Опубликовано: 09.09.2022, 13:46 Просмотров: 648

СЕНТЯБРĔН 10-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 2-мĕшĕччен Шупашкарта "Кĕр парнисем" ял хуçалăх ярмăркки ĕçлет. Ял хуçалăх таварĕсене "Николаевски" тата "Çурçĕр" суту-илỹ комплексĕсенче, "Шупашкар" суту-илỹ çуртĕнче тата Элкер урамĕнчи çĕнетнĕ фермер пасарĕнче канмалли кунсенче, 9-15 сехетсенче туянма пулĕ. Çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Канаш хулисенче те ярмăркка ĕçлĕ. Сутуçăсене вырăнпа тỹлевсĕрех тивĕçтереççĕ. Ярмăрккăна пирĕн районти ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем, уйрăм çынсем те хутшăнма, ытлашши пахча çимĕçе, çитĕнтернĕ продукцие сутма пултараççĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика