Сентябрьти ĕçсем

Категория: Публикации Опубликовано: 09.09.2022, 14:01 Просмотров: 646

 Çак тапхăрта улма-çырла, пахча çимĕç пуçтарса упрама хумалла. Тымарланнă çырла хунавне, илемлĕ ỹсен-тăрана уйăрса лартмалла. Уйăхăн иккĕмĕш çурринче улма-çырла йывăç-тĕмне лартма вăхăт. Типĕ çанталăкра улма-çырла йывăç-тĕмне шăвармалла. Çимĕç паман йывăç-тĕм хунавĕсен тăррине татмалла. Чие, слива, сырлан тата ытти йывăçа ытлашши туратран тасатмалла. Хăмла çырлипе иçĕм çырлине (виноград) хĕле хатĕрлемелле. Тăпрана извеç, кали, фосфор удобренийĕсем хывмалла. Шăлан, хура пилеш, катăркас çырлисене пуçтарса типĕтмелле.

Извеçлени. Кĕркунне йỹçек тăпрана извеçлемелле. Йывăç кĕлне, доломит çăнăхне (извеç) хывмалла: туна тавра 1-2 кг. Йăран çине 1 тăваткал метра 500-600 г кирлĕ. Вĕсене çуркуннене хывсан ỹсен-тăран фосфор çителĕксĕррипе япăх çитĕнет. Извеçлĕ удобрени (пурă, доломит çăнăхĕ) тăпрари йỹçĕклĕхе чакарать. Унсăр пуçне унра кальци, магни нумай. Вăл ỹсен-тăрана чечеке ларма, çимĕçре сахăр шайне ỹстерме пулăшать.

Хунав туянатпăр

 Сентябрьте улма-çырла йывăç-тĕмне лартма вăхăт. Типнĕ, тымарĕ çĕрĕшнĕ, чĕр чунсем сиенленĕ хунавсене туянмалла мар. Сыпнă тĕлте кăштах авăнни нимех те мар - çитĕннĕ май çыхса тỹрлетме пулать. Туянсан тỹрех лартаймасан хунав тымарне нỹрлĕ çĕтĕкпе чĕркесе сулхăн вырăнта упрамалла. Лартас умĕн тымарне шывра тытмалла. Лартма шăтăка эрне маларах хатĕрлемелле. Варрине çирĕп патак чикмелле - хĕлле тăпра пусăрăнсан хунав авăнасран тата çилпе хуçăласран сыхлать. Лартас умĕн шăтăка 15-20 л шыв ямалла. Тымарăн çĕрĕшнĕ, хуçăлнă турачĕсене касмалла. Туни тавра типĕмульча хывмалла.

Сентябрь çурринчен тĕмĕсем те лартма юрать. Кĕркунне вĕсем ытлашши сиенленмеççĕ, лайăх тымарланаççĕ. Хурлăханпа йĕплĕ çырлана тарăнрах, хăмла çырлине ăшăхрах лартмалла. Папки аманасран хăмла çырли тавра тăпрана ытлашши пусăрăнтармалла мар.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика