КИЛ-ТĔРЕШРЕН тухакан çỹп-çапа пуçтармалли çĕнĕ йĕркене хăнăхса çитрĕмĕр. Халĕ çынсем пурте йăлари каяша пакетпа е михĕпе ятарлă вырăнта çирĕплетнĕ контейнера тултараççĕ. Анчах тепĕр чухне вĕсем туххăмрах тулса кайнине, çавна май унăн йĕри-таврашĕнче те ăпăр-тапăр сапаланса выртнине те асăрхама пулать. Çакă пĕтĕмпех хамăрăн айăпа пулнине те йышăнмалла. Теприсем çỹп-çап ешчĕкне йывăç-турата та, пахча çимĕç каяшне те, çĕр улми аврине те, армак-чармак ытти япалана та тултараççĕ. Контейнерах çăра шыв тăкакансем те тупăнаççĕ иккен. Граждансем санитари йĕркине пăхăнманни шăрăхра шăна-пăван пуçтарма, сивĕтсен вара пăрлансах ларма та пултарать. Çавăнпа та контейнерпа усă курмалли йĕрке пуриншĕн те пĕр пек, унта кашни ăпăр-тапăра пăрахма юрамасть.
Ноябрь 2024 |