Çитĕнекен ăру умĕнче "Кам пулас-ши, ман ỹссен?" ыйту тăратех. Килĕшекен ĕçе кăмăлпа утма пулать-çке. Вăхăтĕнче Треньелĕнчи Сергей Михайлова та çак ыйту канăç паман. Санкт-Петербургри пĕр аслă шкулăн Шупашкарти филиалĕнче вĕренсе алла диплом илнĕ хыççăн каччă Патăрьелĕнчи 26-мĕш пушар чаçне ĕçе вырнаçнă. Унтанпа та çул хыççăн çул иртрĕ. Караул ертỹçи хастарлăхпа палăрать. Çакна хамăр ялти пушарсене сỹнтерме хутшăннине курнă хыççăн тепĕр хут çирĕплетме май пулчĕ. Ĕç техникине пĕлет Сергей Петрович. Практики çителĕклех унăн. Пушар сỹнтерме явăçакансене кирлĕ сĕнỹсем пама пултарать. Ял халăхĕ çамрăк çакнашкал пултаруллă пулнишĕн хĕпĕртет те.
Л. СУРКОВА.
Ноябрь 2024 |