Кивĕ Ахпỹртрен тухнă паллă çынсем нумай, вĕсенчен пĕри - Марина Карягина. Вăл Чăваш наци телевиденийĕнче журналист пулса ĕçлет, унăн передачисем тĕнче шайĕнчи наградăсене те тивĕçнĕ. Марина Федоровна çавăн пекех сăвăсем çырма та вăхăт тупать. Унăн хайлавĕсем тарăн шухăшлă, чуна çывăх пулнипе палăрса тăраççĕ. Тен, çавăнпах та пуль вĕсене аслисем те, çамрăксем те юратса вулаççĕ. Çакă Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта Марина Карягина ячĕпе çуллен йĕркелекен сăвă вулакансен конкурсĕнче те палăрать.
Марина Карягина кĕнекесем кăларма та мехел çитерет. Кăçал кăна унăн "Вăхăт тараси" тата "Урăх ăру" ятлисем пичетленсе тухрĕç. "Урăх ăру" кĕнекере Марина Федоровнăн сăввисене чăвашла, вырăсла тата акăлчанла вулама пулать. Иккĕшĕ те Кивĕ Ахпỹртри ял библиотекинче пур. Аслă класра вĕренекенсем ентеш пултарулăхĕпе тĕплĕнрех паллашма та ĕлкĕрчĕç.
И. КОЗЛОВА, библиотекарь
Ноябрь 2024 |