РАЙОН администрацийĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн районти ялсенче, предприяти, учреждени, организаци, çут çанталăкăн уйрăмах тимлĕхре пăхса тăракан территорийĕсенче, шыв сыхлавзонисенче, масарсенче тирпей-илем кĕртес, санитарипе экологи субботникĕсем йĕркелес тĕллевпе сентябрĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 30-мĕшĕччен кĕркуннехи уйăхлăх ирттерме палăртнă. Çак тапхăрта маларах лартнă йывăçсене пăхассине йĕркелĕç, территорийĕсене çỹп-çапран тасатĕç, юханшыв хĕррисене, вăрман тăрăхĕсене тасатĕç, тавралăха, спорт площадкисене, палăксем йĕри-тавра тата ытти çĕрте те хăтлăх кỹрĕç. Уйăхлăх вăхăтĕнчех ятарлă служба сотрудникĕсем рейдсенче хăйсем тĕллĕн ирĕк илмесĕр туса лартнă хуралтăсене тупса палăртассипе те тимлĕç.
А. Агорова
Ноябрь 2024 |