ШУПАШКАРТИ Патăрьел ентешлĕхĕ кĕр мăнтăрĕпе уяв ирттересшĕн. Унăн ертỹçи Александр Миронов "Авангард" хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх октябрĕн 2-мĕшĕнче тĕп хуламăрти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕнче (унчченхи "Çеçпĕл" кинотеатр) 12 сехетре ентешĕмĕрсене кĕрекене пуçтарасшăн. Хулара çеç мар, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем те тĕл пулăва хутшăнма, пĕр-пĕринпе кăмăлтан курнăçса калаçма пултарĕç. Ентешлĕх пурне те уява хапăл тăвать.
Ноябрь 2024 |