Районта "Куснар" çĕр ĕç фирми йĕркеленнĕренпе нумай та вăхăт иртмерĕ-ха, анчах хуçалăх çирĕп утăмсемпе малалла утни куç кĕретех. Пăлаçи Атăкра 100 ĕне вырнаçмалăх витене реконструкцилерĕç. Çавăн пекех 1200 ĕне кĕмелĕх вите тума та палăртнă. Çĕрпе те тулли те пахалăхлă усă кураççĕ. Ĕçлекенсене те вăхăтра шалу параççĕ, килĕшỹре пăхса хăварнă тăрăх утăпа, улăмпа, тырăпа тивĕçтереççĕ.
- Мускавра строитель, водитель пулса та, ытти сферăра та ĕçлеме тиврĕ. Ют тăрăхра тăрас килместчĕ, чун тăван ялаллах туртатчĕ, анчах укçа кирлипе ирĕксĕрех инçете тухса кайма тиветчĕ. "Куснар" çĕр ĕç фирминче ĕç вырăнĕсем пуррине пĕлсен кунта килсе пăхма шут тытрăм. Механизатора вĕренсе тухнă май мана трактор шанса пачĕç. Коллектив та питĕ туслă. Юта каймасăрах, вырăнтах тивĕçлĕ шалу илме май пурри тăрăшарах вăй хума хавхалантарать, - тет Александр Кротов. Ăна хуçалăхра утă, сенаж хатĕрленĕ çĕрте кулленех курма пулатчĕ, халĕ вара Сител каччи пушаннă тыр-пул анисене сухалать.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |