Этем миçе çул пурăннă тата пурăнать? Çĕр çул е ытларах? Библие алла илсен çакна асăрхама пулать. Акă, Мафусаил 969, Ной 950, Адам 930, Енох 905 çул пурăннине çирĕплетеççĕ.
Пирĕн планета çинчи вăрăм ĕмĕрлисенчен пĕри пысăк çемьен ултă сыпăк таран упранакан ăру пуçĕ Азербайджанри 168 çулхи Ширали-баба Муслимов пулнă. Унăн чĕри минутра 78 хутчен тапнă, юн пусăмĕ 125,88 па танлашнă. Виçĕ хутчен авланнă. 124 çулта юлашки ачин ашшĕ пулнă.
Вăрăм ĕмĕрлисем пурте ĕç çыннисем. Вĕсенчен 94 проценчĕ - типшĕм. Герантологсем çакна çирĕплетсе калаççĕ: хăш-пĕр профессисем çамрăклăха упрама пулăшаççĕ. Вĕсен шутне дирижерсем, философсем, художниксем, музыка инструменчĕсемпе вылякансем тата священниксем кĕреççĕ.
Халăх йышĕ ватăлса пынине уçса пама ООН ятарлă хаклав шайне çирĕплетнĕ. Енчен те обществăра 65 çултан иртнисем 4 процентран каярах пулсассăн йыш çамрăк шутланать. 7 процент таран пулсассăн вĕсем ватлăх чиккинче. Нумайраххи вара аслă çулхи йыша çирĕплетет. Пирĕн Тăрăн ялĕнче 65 çултан иртнисем 18 процентран та ытларах.
Ватăлатпăр çав, тăван, ватăлатпăр.
В. ПЕТРОВ
Ноябрь 2024 |