Сентябрĕн 29-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн I созывĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ.
Çĕнĕ йышпа ĕçе пуçăннă депутатсем 22 ыйту пăхса тухрĕç. Сессие Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Валерий Антонов, Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе райадминистрацин структура пайĕн ертỹçисем, иртнĕ созыври депутатсем хутшăнчĕç.
Пĕрремĕш ыйтупа Патăрьел территори суйлав комиссийĕн председателĕ Марат Айзатуллов тухса каларĕ. Вăл сентябрĕн 11-мĕшĕнче иртнĕ сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Халăх суйланă депутатсенчен çулĕпе чи асли - Александр Иванов депутат. Çавна май Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн I созыври пĕрремĕш ларăвне уçма та Александр Ильича шанчĕç.
Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов депутатсен çĕнĕ йышне яваплă тивĕçе пикеннĕ ятпа саламларĕ, муниципалитет округне аталантарассишĕн тăрăшса ĕçлеме сунчĕ, ку таранччен район аталанăвĕшĕн пĕр шухăш-кăмăлпа тăрăшнă депутатсене тав турĕ.
Пухура Патăрьел муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн пĕрремĕш созывне йĕркене пăхăнса йĕркеленине тата депутатсем сентябрĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа хăйсен ĕçне пурнăçлама тытăннине палăртрĕç. Депутатсен Пухăвĕн председательне Николай Тинюкова, унăн çумĕ пулма Гелсирень Абейдуллована суйларĕç, секретариат, яланхи комиссисен йышне те пайăрлатрĕç.
Сентябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитетсенчен суйланнă депутатсен çĕнĕ йышĕпе тĕл пулнă. Сăмах май каласан, халиччен регион ертỹçи суйлав хыççăнах депутатсене пĕрле пуçтарса канашлани пулманччĕ-ха.
"Депутат - халăх шаннă çын. Çакна сирĕн тỹрре кăлармалла. Çынсен ыйтăвĕсене татса парассипе, вĕсен пурнăçне лайăхлатассипе тăрăшса ĕçлемелле", - тенĕ Олег Алексеевич.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |