КĔР пуянлăхĕ çынсене пахча çимĕçпе çеç мар, çут çанталăк пурлăхĕпе те савăнтарать. Юлашки кунсенчи ăшă çумăр чăн малтанах кăмпаçăсене савăнтарчĕ темелле. Хальхи вăхăтра çĕр мăкăртса тухнă чиперккесем вăрманта та, çул хĕрринчи йывăç тăрăхĕсенче те сахал мар. Хăна-вĕрлере сĕтеле илем кỹрекен тунката кăмписемшĕн те паян саркаланса ỹс- мелли чи лайăх вăхăт. Нỹрĕ те çителĕклĕ, ăшă çанталăкĕ те меллĕ. Çапах та кăмпапа "чирлекенсен" çакна та манмалла мар. Пĕлмен вăрмана çак сăлтавпа ура та ярса пусмалла мар. Кăмпа инкек сăлтавĕ ан пултăр тесен ăна пĕлекен вырăнта çеç шырамалла. Иккĕлентерекеннисене вара пачах татмалла та мар.
Çĕр çимĕçне кирлĕ пек вĕретсе пĕçерни те сывлăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ
Ноябрь 2024 |