Вĕрентĕвĕн тĕшши - ачаран çын тăвасси

Категория: Публикации Опубликовано: 04.10.2022, 09:44 Просмотров: 831

Людмила Майкова - тĕлĕнмелле пуян чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă, ĕçĕпе таса та пултаруллă, ĕмĕчĕпе малашлăха куракан, чунне парса вĕрентекен. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне вĕренỹ ĕçне халалланă. Шкул сукмакне такăрлатма пуçланăранпа çур ĕмĕр те иртрĕ-ха. Çапах та кăçал унăн хăйне евĕр çавра паллă - 50 çул вăл ачасене пĕлỹ тĕнчине илсе кĕни.

Хăйĕн ĕмĕрĕнче мĕн чухлĕ çамрăка пурнăç çулĕ çине кăларман-ши Людмила Мироновна. Чылайăшĕ ун çулĕпе кайнă. Вĕсен шутĕнче эпĕ те. Пур енĕпе те ун пек пулассишĕн ăнтăлатăп. Вĕрентекен пире Ыхра Çырми шкулĕнче вырăс чĕлхипе лирературипе пĕлỹ панă. Мĕн чухлĕ кĕнеке шĕкĕлчемен-ши? "Пурнăçра ыт ахальтен нимĕн те пулмасть: укçа та, чап-сум та, ырă ят та. Пуриншĕн те малтан чĕресĕпех тар тăкмалла",- тесе вĕрентекен ăс парса каланине паянхи кун та аса илетĕп пурнăç тути-масине ăнланса илнĕ май. Унăн "али" витĕр тухнисем вĕрентекенĕ пекех хастар та тавçăруллă, пуян тавра курăмлă теме сăлтав та çителĕклĕ. Пĕрле ĕçлеме тỹр килнишĕн савăнатăп, мухтанатăп хамăн юратнă ĕçтешпе, вĕрентекенĕмпе.

Паянхи кун та Людмила Мироновна шкула кашни кун уява кайнă пек савăк кăмăлпа утать. Ачасене, хăйĕн ĕçне юратни ăна чунне парса, хавхаланса ĕçлеме хистет. Уçă кăмăллă, лăпкă, ырă куçĕпе, ăшă куллипе самантрах вĕренекенсене тыткăнлать. "Ман пурнăç шкулшăн, ачасемшĕнех иртет. Хамран мĕн кирлине йăлтах тума тăрăшнă, тăрăшатăп та, нихçан та пуçа усман",- çапла аса илет иртнине педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ, ĕмĕчĕ - шкулти шăпăрлансене тарăн пĕлỹ панисĕр пуçне пĕр тĕллеве чăмăртасси, вĕсене ĕçлеме хăнăхтарасси, аслисене хисеплеме, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма вĕрентесси. "Ачасем хăйсем тума пултаракан ĕçсене аслисен пурнăçламалла мар, çитĕнекен ăрăвăн пуçарулăхне аталантармалла. Ан тив, лайăх пулать-и, начар-и, хăйсем ĕçлеме вĕренччĕр, çитĕнсе пыччăр",- тесе ăнлантарать куллен ашшĕ-амăшне вĕрентекен паянхи кун кĕçĕн класра вăй хунăран. Ачасем çуккине мар, пуррине курса ỹсеççĕ. Çавăнпа та ырă тĕслĕхсем илсе кăтартса ачасене тĕрĕс çул çине кăларма пулăшать. Кĕнекене юраттарма тĕрлĕ мелпе усă курать ăста вĕрентекен. Вĕсене вуланă май ачан ăс-тăнĕнче, чун-чĕринче ырă туйăмсем çуралаççĕ. Ку паллах, учительтен те, вăл çав хайлава мĕнле йĕркепе тишкернинчен те, вĕсен тĕп шухăшне ачасен чĕри патне мĕнле çитернинчен тата вĕсен кăмăл-туйăмне мĕнле аталантарса пынинчен те нумай килет.

Ку кăна та мар, Людмила Мироновна педагогсен çемье династийĕн пуçлăхĕ те. Ывăлĕ те шкулта вĕрентет. Мăшăрĕ те пурнăç тăршшĕпех ачасене пĕлỹ панă, ашшĕ-амăшĕ, шăллĕ, кинĕ... Вĕсен çемйин ĕç стажĕ 265 çулпа танлашать. Сахал мар, паллах.

"Хăйĕн хыççăн йĕр хăваракан телейлĕ", теççĕ. Шăпах çав сăмахсене тивĕç те вăл. Мухтанас, ыттисенчен уйрăлса тăрас тĕллевпе пурăнмасть. Чунпа ырă та таса пулни çутăлăхпа ăшăлăх патне туртăнма хистет.

С. КУЛАКОВА. Чăваш Ишек ялĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика