Çĕнĕлĕхе кăмăлласах йышăнтăмăр

Категория: Публикации Опубликовано: 04.10.2022, 09:45 Просмотров: 864

Шкулсенче вĕрентекенсем уроксене çеç мар, класс тулашĕнчи занятисене те çỹллĕ шайра ирттерме тăрăшаççĕ. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнчен Раççей Федерацийĕн çут ĕç министерстви сĕннипе "Кирли çинчен калаçу" проекта пурнăçа кĕртме пикентĕмĕр. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул та çĕнĕлĕхе хапăлласах йышăнчĕ. Эрнене Раççей гимнĕпе пуçлани, занятисенче тĕрлĕ темăна хускатни пĕлтерĕшлех. Çакă вăл Тăван çĕршыва юратма, патриот пулса çитĕнме, аслă ăру çыннисене хисеплеме вĕрентет.

Мĕнле темăпа калаçу хускатассине маларахах палăртса хунă. Занятисенче усă курмалли вĕрентỹ хатĕрĕсемпе пособийĕсене республикăри вĕрентỹ институчĕ пухса хатĕрленĕ.

Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче эпĕ пĕрремĕш класпа ĕçлетĕп. Çитĕнекен ăру пуçласа парта хушшине ларчĕ. Ачасен пурне те курма тăрăшакан куçĕсем, вĕсен ăс-тăна пуянлатас ĕмĕчĕсем вĕрентекенрен яланах мĕн те пулин кăсăклине, çĕннине кĕтеççĕ.

Ку хутĕнче занятие аслă ăру çыннисене халалласа ирттертĕмĕр. Мĕн чухлĕ çĕннине пĕлчĕç вĕсем унта. Аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ çинчен каласа пачĕç. Çемье йăли-йĕркине хускатрĕç. Ваттисен сăмахĕсене аса илтĕмĕр. Ĕç урокĕнче вĕрентекен пулăшнипе хисеплĕ çыннисем валли уяв ячĕпе парнесем те хатĕрлеме пултарчĕç.

 Вĕрентỹ системинче хамăн та ĕç стажĕ пĕчĕк мар. Кирек хăш çĕнĕлĕхе те хаваспах йышăнатăп. Çакнашкал проектсемпе малашне те ĕçлес туйăмсем пысăк. Вĕсем ачасемшĕн усăллах. Çитĕнекен ăру уроксенче илнĕ ăс-хакăла кулленхи пурнăçра усă курасса шансах тăратăп.

Р. ИЛЮТКИНА, пуçламăш классене вĕрентекен

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика