Çамрăксен кунне Патăрьелĕнче уявланă чухне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти физика учительницине Гелия Начаевăна "Районти чи лайăх çамрăк вĕрентỹ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнипе саламларĕ. Пĕр йышра ĕçлекенсем те хĕпĕртерĕç çакăншăн.
"Гелия Зуфаровна коллектива 6 çул каялла килнĕ. Икĕ аслă пĕлỹллĕскер анлă тавра курăмлă пулнипе палăрса тăрать. Ĕçченлĕхĕ пысăк, яваплăха туять. Уроксене тĕплĕн ăнлантарать. Теорине пурнăçпа çыхăнтарать. Задачăсене шутланă чухне тĕпчев меслечĕпе усă курать. Ачасемпе урокра çеç мар, класс тулашĕнчи занятисенче те ĕçлеме ỹркенмест. Çавна май алла аттестат илнисен хушшинче çак предмета малалла вĕренес тĕллевпе аслă шкулсене каякансем те сахал мар",- тет шкул директорĕ Гельнур Сабитова.
Вĕренекенĕсем районти предмет олимпиадинче те призлă вырăн йышăнса савăнтараççĕ. Ачасем база шайĕнчи пĕлĕве çеç алла илменни те учитель ĕçне тивĕçлипе хак пама май парать. Вĕренекенсен тĕрĕслев ĕçĕсене тишкерни те вĕсен шухăшлавĕ кирлĕ шайра пулни палăрать. Çитĕнекен ăрăва хушма ĕçсене явăçтарма пĕлни сисĕнет.
Вĕрентỹ мелĕсене анлăлатсах пырать Г.Начаева. Уроксене тепĕр чухне ку чухнехи "Ỹсĕм çулĕ" кабинетĕнче ирттерни çĕнĕ технологие çул пама май парать. Хăй те конкурссене хутшăнсах тăрать. Республикăри тупăшăва явăçса "Ỹсĕм çулĕнчи чи лайăх урок" методика конкурсĕнче III степеньлĕ дипломант пулчĕ. Çак методикăпа вĕрентекен 7-11 классенче физика урокне кĕнĕ чухне усă курать. Çавăн пекех ăна ачасене патшалăх экзаменĕсене хатĕрленĕ чухне те мала хурать.
Гелия Зуфаровна районти физика учителĕсен методика фестивалĕнче çĕнтерỹçĕ, республикăри физикăпа математика предмечĕсен тупăшăвĕнче II степеньлĕ дипломант пулнăччĕ. Раççейри çут ĕç министерстви йĕркеленĕ "Атом урокĕ" проекта та явăçнăччĕ. 2018 çулта районти "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурса та хутшăннăччĕ.
Иртнĕ вĕренỹ çулĕнчен вара Гелия Зуфаровнăна шкул директорĕн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шанчĕç. Пĕрлех 2022 çулта вăл республикăри "Педагогика дебючĕ" конкурс лауреачĕ те пулчĕ.
Педагог квалификацие ỹстермелли курссене те çỹрет. Кăçалхи вĕренỹ çулне хатĕрленнине тишкерекен районти конкурсра "Методика кабинечĕ педагогăн професси ăсталăхне ỹстермелли центрĕ" номинаципе палăрчĕ. Çакнашкал ăста çамрăк коллектива ăнăçлă кĕрсе кайни савăнтарать. Вăл ачасене тарăн пĕлỹ парассине мала хурса ĕçлет.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Ноябрь 2024 |