Шухăш

Категория: Публикации Опубликовано: 04.10.2022, 09:47 Просмотров: 831

 Валерий САЛМИН, вăрçă ачи:

- Йывăрлăхра пĕрле пулни, пĕр-пĕрне ăнланни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак сăмахсене эпĕ чун-чĕререн калатăп. Çапла калама сăлтавĕ те пысăк. Манăн атте - Иван Николаевич Салмин - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ пулнă, старшина, стрелоксен 114 дивизийĕнче службăра тăнă, икĕ çул вăрçăра пулнă хыççăн киле сылтăм алăсăр таврăннă. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах ăна çĕршывăмăра хỹтĕлеме ят тухнă. Атте каланă сăмахсем нихăçан та асран тухмĕç. Вĕсем мана паянхи кунччен хавхалантарса пыраççĕ. "Пирĕн халăх пĕрле кар тăни, пĕр шухăшлă пулса пĕр-пĕрне ăнланни çĕнтерỹ тума пулăшрĕ",-тетчĕ яланах хисеплĕ ветеран.

 Аттен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса эпĕ те 1964-1967 çулсенче хамăн гражданла тивĕçĕме пурнăçларăм, çарта пултăм. Эпĕ пĕрремĕш класлă авиаци механикĕ. Çемье йăлине малалла тăсса Сергей ывăлăм, Павел мăнукăм та салтакра пулчĕç. Салминсен тăватă ăрăвĕ çар тивĕçне пурнăçлама пултарни мăнаçлăх тесе шутлатăп.

Хальхи вăхăтра мобилизаципе Украинăри çар операцине хăйсен ирĕкĕпе каякансене те кăмăлтан ырлатăп. Вĕсем пысăк туйăмпа, хастарлăхпа унта хутшăнаççĕ. Эпĕ паян хам 77 çулхи ĕç ветеранĕ пулнине пăхмасăрах çарти опытăма, пĕлĕвĕме çĕршывшăн усă курма хатĕр.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика