Çул çитмен ача пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илсе çĕршывшăн юрăхлă çын пуласси чăн малтанах вăл мĕнле воспитани илнинчен, аслисен витĕмĕнчен, тимлĕхĕнчен килет. Çавăнпа та РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пайăн тĕп тĕллевĕ - профилактика субъекчĕсемпе пĕрле тăтăшах шкул учрежденийĕсене тухса çỹресси, ачасемпе тĕл пулса калаçасси, профилактика мероприятийĕсем ирттересси, йывăр шăпаллă çемьери ачасене тимлĕхре тытасси тата ытти те.
Паянхи куна çул çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмра тĕрлĕрен сăлтавпа профилактика ирттерме шута илнĕ çул çитмен 33 (пĕлтĕр 30) ача. Вĕсенчен 16-шĕ шкулсенчен, 17-шĕ агротехникумран, иккĕшĕ нимĕнпе те çыхăнман.
2022 çулхи январь-август уйăхĕсенче 13 çул çитмен ачана тĕрлĕрен усал ĕç тунă сăлтавпа шута илнĕ, çав вăхăтрах юсанса ырă çул çине тăнă 15 ачана хамăр патăрти "хура списокран" кăларнă. Асăннă тапхăрта çул çитмен ачасем преступлени тăвасси ỹс- ни вара пире хамăрăн ĕçе тата ытларах вăйлатма хистет.
Çул çитмен ачашăн чăн малтанах ашшĕ-амăшĕ ырă тĕслĕх пулмалла, эрех-сăрапа иртĕхмелле мар, вĕсене вĕренме, аталанма кирлĕ услови туса памалла. Шел пулин те çакнашкал йĕркене пăхăнманнисем те тĕл пулаççĕ. Паянхи куна ачисене урăхла витĕм паракан 68 ашшĕ-амăшне (пĕлтĕр ку вăхăтра 67 пулнă) шута илнĕ. Вĕсенче 175 çул çитмен ача пурăнать. Августра çеç хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламан 8 ашшĕ-амăшне шута илнĕ.
Çакнашкал тĕслĕхсене, преступлени тăвакансене чакарас, ачасене кирлĕ пек аталанма пулăшас тĕллевпе пирĕн сотрудниксем кăçалхи январь-август уйăхĕсенче вĕрентỹ организацийĕсенче пулса 127 хутчен калаçу ирттернĕ, 74 рейд йĕркеленĕ. Тĕллевлĕ ĕçсем малалла та пыраççĕ.
А. КАРГИНА, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай начальникĕ
Ноябрь 2024 |