Донецка - ача-пăча ỹкерчĕкĕсен куравĕпе

Категория: Публикации Опубликовано: 04.10.2022, 09:51 Просмотров: 828

Украинăри çăмăл мар лару-тăру кашни çыннăн чĕринче хумхану, пăшăрхану çуратать. Унта пурăнакансене тата ятарлă çар операцине хутшăнакан кашни салтака районта пурăнакансем мĕнпе те пулин пулăшма хатĕр. Организаци-предприяти, уйрăм çынсем канцеляри таварĕсем, тум-тир, апат-çимĕç темиçе хутчен те пуçтарса пысăк машинăсемпех тиесе ячĕç. Нумай пулмасть вара Донбаса пирĕн районтан Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм тĕнчери культурăн тата искусствăн академийĕн академикĕ, Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ Мидхат Шакиров çитсе килчĕ. Çул çỹрев пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлес тĕллевпе унпа тĕл пултăмăр.

- Мидхат Алимзянович, Донбаса каяс шухăш ăçтан çуралчĕ?

 - Август пуçламăшнче ман пата Палестинăри православи пĕрлĕхĕн Дорогомиловскинчи вырăнти уйрăмĕн председателĕ Владимир Клементьев шăнкăравларĕ. Вăл мана "Эпĕ Донбаса ỹкеретĕп, эпĕ Палестинăна ỹкеретĕп" ача-пăча ỹкерчĕкĕсен куравне илсе гуманитари колоннипе килме ыйтрĕ. Сăмах май, асăннă курава Раççей Федерацийĕн Общество палатинче йĕркеленеччĕ, шăпах çавăнта асăрханă та. Шухăшласа пăхнă хыççăн çула тухма килĕшрĕм. Донбасри лару-тăрăва художник куçĕпе те курас килчĕ.

 - Инçе çула пушă алăпа та кайман-тăр...

Чи малтанах Донбасри ачасем тата унта пурăнакансем, салтаксем валли чи кирлĕ япаласене пухма шут тытрăм. Пулăшу ыйтсан хирĕçлекен пулмарĕ, çакă чăннипех те савăнтарчĕ. Чи малтанах Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова алă тăсрĕ. Вăл ял çыннисем пухнă япаласене тултарнă 5 коробка илсе килчĕ. Леонид Кузнецов, Александр Илюткин, Ильдус Кисеев, Зофер Халитов, Минсур Янешев те айккинче юлмарĕç. "Нектар" фермер хуçалăх ертỹçи Николай Пирожков тĕрлĕ пыл, Александр Раевский хăй пухнă эмел курăкĕсене, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков тата коллективĕ канцеляри таварĕсемпе шкул хатĕрĕсем пачĕç. Районти тинĕс çар флочĕн ветеранĕсен канашĕ те ыр кăмăллăхпа палăрчĕ, вĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи моряксен альбом-каталогне те чикнĕ. Эпĕ ăна тата районăн 95 çулхи юбилейĕпе хатĕрленĕ буклета, Палестинăн паллă çыравçин Асия Хадин "Любовь и хлеб" кĕнекине тата хамăн творчество альбомне Донбасри ветерансен "Беркут" канашĕн председательне, ДНР Канашĕн халăх депутатне Юрий Сивконенкона парнелерĕм.

Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕнче ĕçлекенсемпе вĕренекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те айккинче юлмарĕç. Салтаксене çыру çырчĕç тата Анастасия Носкова преподаватель ертсе пынипе хурăн хуппинчен кĕсьене чикмелли сувенирсем хатĕрлерĕç. Вĕсене эпĕ Донбасри пĕр чаç командирне алăранах тыттартăм. Вăл вĕсене салтаксене валеçсе пама сăмах пачĕ. Çавăн пекех эмелсем тата Донбасри искусство шкулĕнче ăс пухакан ачасем валли хут çине ỹкерме кирлĕ хатĕрсем туянтăмăр. Çапла çула тухрăмăр.

- Донецк сире мĕнле кĕтсе илчĕ?

- Çитнĕ кунах Донецк Халăх Канашĕн депутачĕпе Юрий Сивконенкопа тĕл пултăмăр. Вăл пире унччен Украинăри пĕр парти вырнаçнă, темиçе хутлă, çурма пушă çуртра кĕтсе илчĕ. Вăл кунти лару-тăрупа тата хăйĕнпе паллаштарчĕ. Çакăн хыççăн Халăх пултарулăхĕ тата кино çуртĕнче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи - Архангельск, Ярославль, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Ижевск, Менделеевск хулисенчи, Патăрьел районĕнчи - ачасен тата Палестинăри ачасен ỹкерчĕкĕсен куравне йĕркелерĕмĕр. Паллах, эпĕ пĕччен мар, мана пулăшакансем уйăрса пачĕç.

Шел пулин те, кунта вĕренекенсем дистанци мелĕпе ăс пухаççĕ, çавна май курма килекенсем сахалăн пулчĕç. Апла пулсан ку çул çỹрев проекта малалла тăсас шанăç çуралчĕ. Эпир "Раççей, эпĕ сана юрататăп!" проектпа татах каясса шанса тăратпăр. Ун чухне ачасемпе те, Донбасри паллă художниксемпе те тĕл пулăпăр.

Мариуполь, Новоазовск хулисенче те пулса куртăмăр. КамАЗпа тиесе кайнă япаласене салтаксем валли парса хăвартăмăр. Хамăра та пушă алăпа кăларса ямарĕç. Донецкри юлташсем сувенирсем, çавăн пекех "Z" сас палли ỹкернĕ гильза çине шăратса вырнаçтарнă кĕл чечек парнелерĕç. Сăмах май, шăпах çак чечек ирĕклĕхшĕн кĕрешекен Донбасăн палли шутланать. Ăçта пăхатăн, унта çапăçу пулни сисĕнет. Çуртсем çинче пульăсен, снарядсен йĕррисем паллă, хăш-пĕр çĕрте çул та шăтăк-путăклă. Мариупольте пỹртсен никĕсĕсем те юлман. Пенĕ, çурăлнă сасăсем те илтĕнеççĕ. Пирĕнпе пĕрле çар çыннисем те пурччĕ, çавна май эпир хамăра хỹтлĕхре туйрăмăр.

Донбасран таврăннăранпа аванах вăхăт иртрĕ, апла пулин те шухăшсемпе яланах унта таврăнатăп, çул çỹреве аса илетĕп.

О. ПАВЛОВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика