Ачасен пуласлăхĕшĕн аслисем те яваплă

Категория: Публикации Опубликовано: 07.10.2022, 09:58 Просмотров: 700

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă тỹрĕ эфир ирттерчĕ.

 Ачалăх телейлĕ самантсемпе тулли пултăр тесе аслисем мĕн енĕпе пулăшма пултараççĕ?

Ача-пăчана ỹсме, тарăн пĕлỹ илме, пултарулăхне туптама, тĕрлĕ енлĕн аталанма хăтлă майсем туса панипе. Олег Алексеевич калаçу вăхăтĕнче Чăваш Енре пурăнакансен чылай ыйтăвне хуравларĕ: çĕнĕ шкулсем тăвасси, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси, ачасене шкулта паха вĕри апат çитересси, вĕсен канăвне йĕркелесси тата ытти те. Çавăн пекех çитес çул пурнăçлама палăртнă мероприятисем пирки калаçрĕç. Олег Николаев ачан пирвайхи çулĕсем унăн малашлăхне пысăк витĕм кỹнине палăртрĕ. Çавăнпа та пирĕн, аслисен, вĕсен ачалăхне телейлĕ тăвассишĕн пĕрле тăрăшмалли пирки каласа хăварчĕ.

 Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, Телейлĕ ачалăх çулталăкĕн эмблемине суйлассипе ирттернĕ сасăлава пĕтĕмлетрĕç.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика