РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревкий" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕ чăн малтанах çынсен пурнăçне, пурлăхне сыхлассипе, вĕсен правипе саккунлă интересĕсене хỹтĕлессипе çыхăннă. Çак тĕллевпе эпир чăн малтанах граждансене çул-йĕр инкекĕнчен йĕркене пăхăнни çеç сирме пултарнине асăрхаттаратпăр, тĕрлĕрен ятарлă операци ирттеретпĕр, вĕрентỹ учрежденийĕсенче пулса çул-йĕр правилисене пăхăнмалли пирки профилактика мероприятийĕсем йĕркелетпĕр тата ытти те.
Кăçалхи сакăр уйăхра Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи çул çинче 24 авари пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан вăл 8,3 процент ỹснĕ. Вăл шутра пирĕн районта 22 тĕслĕхе шута илнĕ. Аварисен шучĕ пĕлтĕрхинчен 19 процент ытларах. Инкекре 4 çын вилнĕ (çав шайрах), 29ăн аманнă (7,4 процент ытларах)
. Куçа курăнса килмен инкек чылай чухне ỹкĕнĕçлĕ вĕçленет. Шута илнĕ аварисем руль умне ỹсĕр водитель ларнипе, вĕсем çул-йĕр правилине пăхăнманнипе çыхăнни пушшех шухăшлаттарать. Районти ГИБДД инспекторĕсем çак сăлтавпа ултă протокол çырнă. Мухтав Турра, вĕсенче вилекен пулман, çапах çичĕ çын аманса сиплев учрежденине çакланнă.
Асăннă тапхăрта водительсем çуран пыракан çын çине кĕрсе кайнă 7 тĕслĕхе (пĕлтĕр 4 пулнă) шута илнĕ. Вĕсенче пĕр çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 6-шĕ аманнă.
Çуран çỹрекенсем çул-йĕр правилине пăхăнни те çав тери пĕлтерĕшлĕ. Çул çинче теветкеленни е çăмăлттайланса йĕркене пăхăнманни инкекпе вĕçленме пултарать. Январь-август уйăхĕсенче утса пыракансем çул-йĕр правилине пăхăнмасăр аварилле лару-тăру туса хунă виçĕ тĕслĕхе шута илнĕ. Шел пулин те вĕсенче пĕр çын вилнĕ, иккĕшĕ аманнă. Çавăнпа та çула тухакан водитель çеç мар, çуран пыраканăн та йĕркене çирĕп пăхăнмалла.
Çул-йĕр çинче пулакан инкексенче ачасем пулни, вĕсем хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнманран аманни тата ытларах пăшăрхантарать. Çулталăк пуçланнăранпа пулнă çакнашкал пилĕк тĕслĕхре пиллĕкĕн аманнă, вилнисем çук.
Аварисен тепĕр сăлтавĕ - водительсем çул çинче хăвăртлăха пăхăнманни. Васкакан вакка сикнĕ тенĕ евĕр, ун пек чухне инкек синкерлĕ те çаврăнса тухма пултарать. Районта çак сăлтавпа сакăр авари пулнă, вĕсенче пĕр çын вилнĕ, саккăрăшĕ аманнă.
Çакна та палăртса хăварас килет. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ пулин те водитель опытлă, çул-йĕр правилине çирĕп пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Аварисем вĕсен хăнăхăвĕ пĕчĕк пулнăран та сиксе тухаççĕ. Чылай чухне йывăртарах лару-тăрура çухалса каяççĕ, кирлĕ йышăну тума пĕлмеççĕ.
Р. СТАРШОВ, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан
Ноябрь 2024 |