ЮЛАШКИ çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче нумай ачаллă çемьесен шучĕ ỹссех пырать. Кăçалхи тăхăр уйăхра иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан тепĕр 68 çемье хутшăннă. Халĕ çак ята тивĕçнисем 700 ытла мăшăр.Асăннă тапхăрта пĕр çемьере улттăмĕш, икĕ çемьере пиллĕкмĕш пепкисене алла илнĕ. Районти ЗАГС пайĕнче тăхăр мăшăра çемьене тăваттăмĕш çĕнĕ "кайăк" хутшăннă ятпа саламланă. Виçĕ ача çуратакан çемьесем чи йышли - 56ăн. Иккĕмĕш пепке çуралнă ятпа 47, пĕрремĕш чун тĕпренчĕкне алла илнĕ ятпа 41 çемье хăйсен савăнăçне çывăх çыннисемпе пайланă.
Ноябрь 2024 |