Паянхи Пукрав кунĕ малашлăха палăртма пулăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 14.10.2022, 17:48 Просмотров: 552

 ПАЯН православи календарĕпе аслă праçниксенчен пĕри - Пукрав (Покров Пресвятой Богородицы) кунĕ. Ватăсем мĕн ĕлĕкех çак кун мĕнле пулнине сăнанă, унпа пурнăçра усă курнă. Пукравра çанталăк мĕнле пулать, хĕлĕпе çавăн майлă тăрать; çил кунĕпе çурçĕр енчен вĕрсен хĕлле сивĕ, кăнтăртан вĕрсен ăшă пулать; юр çусан вара пĕр уйăхран хĕл те ларма пултарать тата ытти те.

Аслă çулхи çынсем сăнанă тепĕр пулăма та асăнса хăварас килет. Çак кун иртсен хĕле хатĕрленсе кил-çуртри мĕн пур шăтăк-çурăка ăшă тарасран хупланă, питĕрнĕ.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика