Мобилизациленĕ çынсен çемйисене - тĕрев

Категория: Публикации Опубликовано: 14.10.2022, 17:48 Просмотров: 509

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ мобизациленĕ çынсен çемйисене пулăшу памалли майсем çинчен калакан указ кăларнă. Документпа килĕшỹллĕн республикăри шкулсенче ачасене тỹлевсĕр икĕ хут апат çитерĕç. Вĕсем хушма пĕлỹ паракан учрежденисенчи кружоксене, спорт секцийĕсене тỹлевсĕр çỹреме пултарĕç. Унсăр пуçне шкулта вĕренекен ачасене Чăваш Ен Пуçлăхĕ ячĕпе кашни уйăхра икĕ пин тенкĕ стипенди тỹлĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ социаллă тỹлев илме документсене хатĕрлеме пулăшĕç. Юридици пулăшăвĕ те тỹлевсĕрех илме май пулĕ. Ĕç шыракансене вара ĕçе вырнаçма пулăшĕç. Газ кĕртме хатĕрсем туяннă тăкаксене саплаштарма укçа-тенкĕ парĕç. Республика Пуçлăхĕ ĕç тăвакан влаç тата муниципалитет пĕрлĕхĕсен органĕсене асăннă çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртме кирлĕ нормативлă документсене хăвăртрах туса пĕтерме хушнă.

 А. ИВАНОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика