Октябрĕн 3- 21-мĕшĕсенче республикăра, вăл шутра пирĕн районта та "Полици тата ачасем" операци пырать. Яваплă тапхăрта РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн сотрудникĕсемпе çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пайри инспекторсем шкулсенче пулаççĕ, ачасемпе саккунлăха, шкул йĕркине пăхăнмалли, преступлени тăвасран тимлĕ пулмалли, çул-йĕр правилисене асра тытмалли, наркотик тытăмлă япаласенчен асăрханмалли, террорла хăрушлăхран тимлĕ пулмалли тата ытти ыйтусене те хускатаççĕ, вĕренекенсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравлаççĕ.
А. КАРГИНА, РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай начальникĕ
Ноябрь 2024 |