"Мĕн вăл туслăх? Вăл савăнăç! Сан çумăнта яланах кам та пулин пурришĕн хĕпĕртетĕн. Унпа калаçатăн. Вăл сана итлет. Кирлĕ сĕнỹсем парать, хавхалантарать.
Юлташăн мĕнле пулмалла-ха? Шанчăклă, чăтăмлă, ырă кăмăллă. Шăпах çавăн пек. Вăл санăн юлташу-çке. Кирек хăш лару-тăрура та, кирек хăш вăхăтра та сана пулăшма хатĕр пултăр вăл. Çулран-çул туслăх çирĕплентĕр",- шăпах çак сăмахсенчен пуçланчĕ те Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти 9 б класра вĕренекенсен калаçăвĕ.
Туслăх çинчен ваттисен каларăшĕсем те нумай. Вĕсене аса илчĕç ачасем. Э.Кеметова класс ертỹçи мероприятие ачасене туслă пурăнма хăнăхтарас, ăна упрама вĕрентес тĕллевпе те йĕркелерĕ. Чи çывăх юлташра çеç çыннăн паха енĕсене тупма май пулнине палăртрĕç вĕренекенсем. Ун пек чухне çитĕнекен ăру сăнпа çеç мар, чунпа та илемлĕ, кăмăлĕпе уçă, сывлăхĕпе пуян пуласса çирĕплетсе пĕтĕмлетỹ турĕç.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |