Пурнăç вăл - сывлăх

Категория: Публикации Опубликовано: 14.10.2022, 17:57 Просмотров: 567

Çамрăксем хушшинче сывă пурнăç йĕркине анлăн сарас тĕллевпе районти тĕп библиотека ĕçченĕсем "Ровесник" клуба çỹрекенсемпе "Пурнăç вăл - сывлăх" вăйă ирттерчĕç. Унта ку хутĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 г класра вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Информаци центрĕн библиографĕ Оля Моисеева тата тивĕçтерỹ пайĕн заведующийĕ Наталия Ракова вăйă йĕркипе паллаштарчĕç. Унта 4 команда хутшăнчĕ. Кашни ушкăн маршрут хучĕсене илнĕ хыççăн ĕçе пикенчĕ. Районти тĕп больницăн кардиолог-терапевчĕ Лилия Купкенова "Васкавлă пулăшу" станцийĕнче инкеке лекнĕ çынна мĕнле пулăшу памаллине каласа пама ыйтрĕ. Юн пусăмне мĕнле виçмеллипе тата чĕре таппине шутламаллипе паллаштарчĕ тата ытти те.

"Сывлăх" станцинче вара кун йĕрки çинче чарăнса тăчĕç. Организма кирлĕ витаминлă апатсене аса илчĕç. Пирус туртни наркотик сиенĕ çинчен калаçрĕç.

 "Музыка интуицийĕ" чарăнура ертсе пыракан хăш спортсмен сăнарне калăпланине чухларĕç. Ташларĕç, юрларĕç, кĕвве кам хывнине пĕлчĕç. Ытти станцисенче те кăсăкли нумай пулчĕ. Вĕсене ачасем кăмăлтан хутшăнчĕç. Кашни команда ыйтусене туллин хуравлама тăрăшрĕ. Пурте хастарлăх кăтартрĕç. Туслăх çĕнтерчĕ.

Вăйă кашнийĕшĕн пурнăçне интереслĕрех йĕркелес шухăша çирĕплетме май пачĕ. Хăшĕ-пĕри кун йĕркине те улăштарма пулчĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тесен тĕрлĕ хăнăху кирлине те палăртрĕç. Хăйсен сывлăхĕшĕн хăйсемех яваплă пулнине çирĕплетрĕç. Ачасем çакнашкал пĕтĕмлетỹ тума пултарни Эльвира Сейфуллина класс ертỹçине те килĕшрĕ.

Хамăр корр..

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика