Анатолий Степанович Шакин 1947 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче Çĕньялта çуралнă. Вăл - И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн выпускникĕ. Шкулсенче музыка учителĕ пулса ĕçленĕ. Çĕньялти халăх хорне ертсе пынă, кайран юрăпа ташă ансамбльне йĕркеленĕ. 1972 çултанпа районти пĕрлештернĕ хорăн дирижерĕ, 1987 çултанпа Патăрьелĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕн художество ертỹçи пулса ĕçленĕ, 2006 çултанпа культурăпа кану центрĕ çумĕнчи культура ĕçченĕсен халăх хорне ертсе пырать.
Ентеш "Ĕç кунĕхыççăн", "Укăлча умĕнче", "Чăваш туйĕ", "Колхоз туйĕ", "Тухăç уявĕ" тата ытти вокалпа хореографи сюитисемпе паллă юрăсен авторĕ.
А. Шакина "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденăн медалĕпе (2008), "Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул" юбилей медалĕпе чысланă. Вăл "Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" (1985) тата "РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" (1996) хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Ноябрь 2024 |