Кишĕре мĕнле упрамалла?

Категория: Публикации Опубликовано: 14.10.2022, 17:58 Просмотров: 559

Çак çимĕç 1 градус ăшăран пуçласа 1 градус сивĕ, сывлăшри нỹрĕк 90-95 процент тăракан вырăнта аван упранать. Кăларнă хыççăн кишĕре уçă çĕрте вырттарса кушăхтармалла. Çеçкине пуçĕпе тан туса касмалла.

 Ещĕкре упрасси. Лайăх хупăнакан, 20 килограмран ытла мар шăнăçакан ещĕк пулсан аван. Ăна нỹхрепре урайĕнчен 15-20 сантиметр çỹллĕшĕнче, стена çумĕнче хушă хăварса лартмалла.

Хăйăрта. Кишĕре хỹрине тулаш енне туса пирамида евĕрлĕ пĕр метр çỹллĕш купаламалла, кашни сий хушшине нỹрĕ хăйăр хумалла. Çиелти типсе каясран хушăран шыв сапмалла. Хăйăр сий 1 сантиметртан (чи аялти 2 сантиметртан) кая пулмалла мар.

Тăмра йăваласа. Шыв хушса тăма хăйма пек пуличчен шĕветмелле. Унта кишĕре 2-3 минутлăха ямалла, кăларнă хыççăн типĕтмелле, ещĕке е карçинккана хумалла. Çапла майпа кишĕре шанасран тата чир-чĕр тапăнасран сыхлакан тум пулать.

Полиэтилен михĕсенче. Çакăн валли кирек епле калăпăшлă михĕ те юрăхлă. Кишĕре тултарнă хыççăн миххе çыхса хумалла мар, уçă пулмалла.

Пăчкă кĕрпинче. Хырăн е чăрăшăн нỹрĕрех пăчкă кĕрпинче те кишĕр аван хĕл каçать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика