Алманчăсен мăнаçланма сăлтавĕ пур

Категория: Публикации Опубликовано: 14.10.2022, 18:00 Просмотров: 535

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче мухтавлă, тĕрлĕ шайра ят-сум çĕнсе илнĕ ентешсем сахал мар. Алманчăра çеç Раççей шайĕнче тава тивĕçлĕ хисеплĕ ята тивĕçнисем улттăн. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем вара тата ытларах, 30 çын! Вăл шутра учитель, культура ĕçченĕ, экономист, врач, рационализаторпа изобретатель, юрист, строитель тата ытти те пур.

300 ытла хуçалăхлă ялтан "Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕ" чи нумаййи - 7 çын. Алманчăран "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" 2 çын тухнă. Унсăр пуçне 6 наука кандидачĕ, ытти пултаруллă та хастар ĕçченсем те йышлă. Паллă ентешсем пурте ял мăнаçлăхĕ, çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх шутланаççĕ. Вĕсем пирки нумай пулмасть "Патăрьел районне 95 çул" ("Батыревскому району 95 лет") юбилей ячĕпе кăларнă брошюрăра тĕплĕн çырса кăтартнă. Кунта çакăн пек статистика хыпарĕ ытти ял тăрăхĕпе те пур.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика