Ҫӗршывӑм, хаклӑ эс, пӗлсем!

Категория: Публикации Опубликовано: 21.10.2022, 09:11 Просмотров: 359

Кама паян ак ӑсататпӑр?

Чи вӑй питти ҫамрӑксене.

Нацист ҫыннин сехри халь хӑптӑр,

Раҫҫей ҫӗклерӗ яшсене.

Пӗтӗм салтак- кашни пӗр паттӑр.

Ҫунать ун куҫӗнче хӗлхем.

Чӗри вутла ҫунать ун, ахӑр,

Ҫӗршывӑм, хаклӑ эс, пӗлсем.

Сана татах таптаттарап-и

Ҫав юн ӗҫен несӗлсене?

Хам халӑхран эп култарап-и

Бандера йыттӑн эшкерне?

Ҫук! Нихӑҫан кӗтсе илеймӗр

Ман халӑх тарҫӑ пуласса,

Раҫҫей ҫарне те ҫӗнтереймӗр,

Ак, пӑхӑр куҫӑра уҫса!

Салтак ретне паян тӑраҫҫӗ

Хӑват пуҫтарнӑ арҫынсем.

Ҫемйисене вӗсем сыхлаҫҫӗ

Пӗрре ҫеҫ мар вут курнисем.

Ача-пӑча та савнӑ мӑшӑр

Вӑй-хал парса тӑракансем.

Анне кӗллийӗ карӗ чатӑр

Ҫитеймӗҫ ирсӗр пульӑсем.

Сире эпир шанса тӑратпӑр,

Тӑшман шӑпланӗ ҫавӑнтах.

Сирте пуласлӑха куратпӑр,

Ыр ҫуркунне ҫитет часах.

Н. Квасова.

Ҫӗньял

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика