Сакăрвуннă чикĕмар, яш чухнехиллех вăр-вар!

Категория: Публикации Опубликовано: 21.10.2022, 09:20 Просмотров: 344

АСЛĂ Чементе пурăнакан Петр Фролова таврари ялта та палламан е пĕлмен çын çук. Мĕн ачаранах ĕçе хăнăхса ỹснĕ вăл. Сакăр класс вĕренсе тухсанах çемьери çăмăл мар лару-тăрăва шута илсе лаша фермине ĕçе вырнаçнă. Каярах ăна пултарулăхĕпе хастарлăхне асăрхаса ĕне ферми ертỹçине, уй-хир бригадирĕн яваплă ĕçне шаннă. Петр Владимирович кирек мĕнле ĕçе те тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕ. Çак кунсенче тăххăрмĕш теçеткене вакланă ватă паян та пуçа усмасть, хăйне вашават, яш чухнехиллех вăр-вар тытать. Мăшăрĕпе, Анна Петровнăпа, çулне кура мар кил хуçалăхĕнче лаша, ĕне, сыснасем, хур-кăвакал та усраççĕ. "Ĕç çынна илем çеç кỹмест, ватăлма та памасть",- тет тăватă ача ашшĕ шỹтлесе.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика