"Тăван районăмпа чăнласах мăнаçланатăп"

Категория: Публикации Опубликовано: 21.10.2022, 09:23 Просмотров: 367

Татьяна ПОЛЯКОВА, финанс службин ветеранĕ:

- Çыннăн ĕмĕрне иртсе кайнă кунсен шучĕпе мар, асра юлнисемпе хакламалла теççĕ. Нумай пулмасть пирĕн тăрăхра кĕрлесе иртсе кайнă Патăрьел районĕн 95 çулхи юбилейĕ ячĕпе йĕркеленĕ пысăк уяв манăн пурнăçра шăпах çакнашкал самантпа çырăнса юлать. Çав кунхи кăмăл-туйăм паянхи кун та манăн чунра упранать, тăван тăрăхпа мăнаçланма хистет.

Районти финанс службинче 45 çула яхăн (вăл шутра 25 çул финанс пайĕн начальникĕ пулнă) ĕçлерĕм. Юхмапа Пăла тăрăхĕн менельникне кашни пилĕк çултах чыслăн та сумлăн уявласси ырă йăла-йĕрке пулса тăчĕ. Кăçалхи юбилей вара пирĕн район чăннипех те республикăра ăнăçлă аталанса пынине, çулсеренех çĕнĕ объектсем хута кайнине, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тивĕçлĕ шайра пулнине, халăх пурнăçĕ ырă енне улшăнса пынине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Çакна чăн малтанах мероприятие хăйне евĕр тулли те пуян программăпа йĕркелени, çынсене район историйĕпе, аталанăвĕпе, хисеплĕ ĕç ветеранĕсемпе, çав вăхăтрах çитĕнекен çамрăк ăрун пултарулăхĕпе паллашма май туса пани те уçса пачĕ.

 Чăн малтанах пире район администрацийĕ умĕнчи лапамра çавра сĕтел тавра йĕркеленĕ тĕл пулу тыткăнларĕ. Унта районта тĕрлĕ сферăра нумай çул тăрăшнă ветерансем район историйĕнчи паллă пулăмсене аса илтĕмĕр, маларахри пурнăçри самантсене аса илтерекен сăн ỹкерчĕксемпе, кĕнекесемпе паллашрăмăр, ĕлĕкхи юрăсене те тишкертĕмĕр... Чи пĕлтерĕшли - Юхмапа Пăла тăрăхĕн историйĕ, аталанăвĕ пирки чуна уçса калаçрăмăр. Районăн пĕр ĕмĕрхи юбилейĕччен пирĕн тăван кĕтесĕмĕр тата ытларах чечекленĕ, аталанĕ, пуянланĕ. Хаклă хăнасене курмалли, пахаламалли, савăнмалли самантсем тата ытларах пулĕç.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика