Чирпе çине тăрсах кĕрешмелле

Категория: Публикации Опубликовано: 25.10.2022, 15:39 Просмотров: 238

Юлашки çулсенче кăкăр ракĕ чи анлă сарăлнă чирсенчен пĕри шутланать. Вăл кирек кама та çулăхма пăхать. Чир палăрăмне кашни çын хăй те сисме пултарать. Кăкăр ыратма пуçлать. Хĕрелме е хытă тĕвĕ пулма пултарать. Тỹрленмен суран канăçсăрлантарĕ. Хул айĕнче шыçĕ палăрĕ тата ытти те. Çак сăлтавсем тухтăр патне утма ыйтаççех.

Районти тĕп больницăри акушер-гинекологсем пациентсен шкулĕнче ку енĕпе калаçусем сахал мар ирттереççĕ. Кăкăр шыççине мĕнле тупса палăртмалли мелсене вĕрентеççĕ. Вăхăтран-вăхăта узи тĕпчевĕ тума сĕнеççĕ. Çамрăк хĕрарăмсен ăна çулталăкра пĕрре тухмаллах. Гинекеолог патне 18 çултан çỹреме тытăнмалла. Ун чухне пăшăрхантараканни, тен пулмĕ. Теприсене усăллă канаш кирлех.

 Чир ан çулăхтăр тесен çуллахи вăхăтра хĕвел çинче сахалрах пулма тăрăшмалла. Пăшăрханмалли лару-тăруран тухма пĕлмелле. Ĕçленĕ вăхăтра е спорт занятийĕсене хутшăннă чухне кăкăра ыраттарасран асăрханмалла. Тăвăр тумтир ан тăхăнăр. Вăл юн çаврăнăшне чăрмантарать. Тĕрĕс апатланма тăрăшăр. Эпир пациентсене тăтăшах тухтăр патне çỹреме ан ỹркенĕр тетпĕр. Чирпе кĕрешме пулатех.

Т. ЖИРНОВА, районти тĕп больницăн врач-гинекологĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика