Сывлăх кунĕнче ФСКан алăкĕ пуриншĕн те яри уçă

Категория: Публикации Опубликовано: 25.10.2022, 15:43 Просмотров: 235

ИРТНĔ шăматкун, октябрĕн 22-мĕшĕнче, çынсем республикăри спорт лапамĕсене, тренажер, фитнес залсене, бассейнсене тỹлевсĕрех кĕрсе сывлăхне çирĕплетме пултарчĕç. Сывлăх кунĕ Патăрьелĕнчи физкультурăпа спорт комплексĕнче те саккăрмĕш çул ĕнтĕ кашни уйăхрах иртсе пырать. Çамрăксем çеç мар, тивĕçлĕ канăва тухнисем те çак кун бассейнра ишсе савăнаççĕ, залра тĕрлĕ хускану тăваççĕ, çав вăхăтрах пенсионерсем пĕр-пĕринпе курса та калаçаççĕ. Сăмах май каласан, "Паттăр" ФСКра кашни кĕçнерникунах тивĕçлĕ канăва тухнисен "Сывлăх" ушкăнне çỹрекенсем те В. Карягин тренер ертсе пынипе тỹлевсĕрех бассейнра ишсе киленеççĕ. Ватăсем çак çăмăллăхшăн та çав тери хавас.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика