ÇĔР УЛМИ ăнса çитĕннĕ çулталăкра кăмпа хăйĕн тухăçĕпе савăнтарни питĕ килĕшỹллĕ паллах. Кĕркунне сĕтел çинче вĕсене юнашар курма пурте яланах хавас-тăр. Çапах çакна та асăрхаттарасшăн. Кăмпа сезонĕ малалла тăсăлнă май, çак çĕр çимĕçĕпе "чирлекенсене" вăрмана кайсан аташса каясран уйрăмах тимлĕ пулмаллине аса илтересшĕн. Пĕрле кайнă юлташсемпе уйрăлса каймалла мар, çỹреме пĕлмен вăрмана инçе кĕни те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Мухтав Турра, ку таранччен пирĕн районта ун пек тĕслĕх пулман. Кăçалхи кăмпа сезонĕ пăтăрмахсăр çеç вĕçлентĕр. Республикăра вара кăмпаçăсене çăлав службисем явăçнипе çеç тупнă тĕслĕхсем умлă-хыçлах сиксе тухнă. Телее, пурте сывă, йĕркеллĕ.
Ноябрь 2024 |