Хăтлăхпа илемлĕх пĕр кунта пулмаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.10.2022, 15:48 Просмотров: 256

Районта пурăнакансен ĕçлĕхлĕхне тата пултарулăхне пула район сулмаклă утăмсемпе аталанса пырать: çулсем сараççĕ, çуртсем, социаллă сфера учрежденийĕсем çĕклеççĕ.

"Патăрьел районĕ яланах пуçарулăхпа, палăртнă тĕллевсене пурнăçланипе палăрнă, чи пахи вара - çаксене пурне те туслăн, вăй-хăвата пĕрлештерсе тăваççĕ" , - тенĕччĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев районăн 95 çулхи юбилейне паллă тунă кун. Нумай пулмасть Шăнкăртамри Ленин урамĕнчи çула уçнипе йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятинче те Олег Алексеевич çак шухăша тепĕр хут палăртса хăварчĕ. Сăмах май, 12 урама, социаллă пĕлтерĕшлĕ 8 объекта çыхăнтаракан 2,5 çухрăм тăсăлакан автоçула "Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ" программăпа турĕç. Ăна проектпа килĕшỹллĕн икĕ тапхăрпа сармаллаччĕ. "ДорСтар" пĕрлешỹ (ертỹçи Вячеслав Козлов) çул ялшăн питĕ кирлине шута илсе кĕске вăхăтра ĕçе вĕçлерĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çулсене çĕнетессипе, юсассипе сахал мар ĕç тăваççĕ. Кăçал кăна республикăн "Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем" çум программипе 14,5 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçлама палăртнă. "Патăрьел - Сăкăт", "Еншик - Кĕçĕн Арапуç", "Çĕрпỹ - Ульяновск - Яманчурел" - Красномайск, "Кĕçĕн Патăрьел - Татмăш", "Ишлĕ - Пăлапуç Нурăс" çулсене юсамаллаччĕ. Ĕнерхи куна Кĕçĕн Патăрьелĕнчен - Татмăша каяканнине, "Çĕрпỹ - Ульяновск - Яманчурел" - Красномайск автоçула çеç хута ярайман.

"Калинино - Патăрьел - Елчĕк" çулăн Шăнкăртампа иртекен пĕр пайне (250 млн тенке яхăнлăх) "Хăрушлăхсăр пахалăхлă çулсем" наци проекчĕпе усă курса "Воддорстрой" пĕрлешỹ строителĕсем çĕнетеççĕ. Патăрьелĕнчи "Солнышко" тата "Василек" ача садне çỹрекенсен ашшĕ-амăшĕ ыйтнипе

Патăрьелĕнчи Мичурин урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсем хĕррипе тунă тротуара та çĕнетнĕ. Халь кунта каçпа уçăлма тухакансем яка çулпа, юпасем çинчи электричество çутисемпе шăкăл-шăкăл çеç утса çỹреме пултараççĕ. Çавăн пекех пĕр çурт картишне те хăтлăх кĕртессипе тимлеççĕ. Унсăр пуçне "Солнышко" ача сачĕ патне пыракан тротуара та юсама пăхса хăварнă. Хальлĕхе учреждение пыракан çул картлаçне тунă, кунпа çеç пăнчă лартмаççĕ. Сăмах май, шăпах çак сукмак пирки Патăрьелĕнче пурăнакансем "Контактра" социаллă сетьре сăмах пуçарнăччĕ. Район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, смета документацийĕнче пăхса хăварнипе килĕшỹллĕн кăçалхи тăваттăмĕш кварталта ача сачĕн территорине те каçпа çутăпа тивĕçтерме, объект патне пыракан çула плиткăсем хума палăртнă. Ĕçе Çĕнĕ çулччен вĕçлемелле.

Ачасене вĕренме, тивĕçлĕ пĕлỹ илме условисем туса парассишĕн те Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул çумĕнче паянхи самана ыйтнисене тивĕçтерекен çĕнĕ стадион пирки те çырмасăр май çук. Малашне кунта хĕлĕн-çăвĕн физкультура урокĕсене ирттерме май пулать. Футболла вылямалли уй, ун тавра чупса ăмăртмалли сукмаксем те тăваççĕ.

Халиччен районта пурăнакансен пурнăçне хăтлăлатассишĕн сахал мар ĕç пурнăçланă, анчах çитменлĕхсем, тумаллисем пур-ха. Пурне те тỹрех, юмахри пек виçĕ кунта, тирпейлеме май çук. Раççей, республика шайĕнчи программăсене кĕмелле, вĕсене валли маларах проектсем хатĕрлемелле. Район малашне мĕнлерех пуласси хамăртан, çакăнта пурăнакансенчен, нумай килет.

Шухăш

Сергей МОИСЕЕВ, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ:

- Ачасем - пирĕн пуласлăх, тетпĕр. Районти муниципалитет депутачĕсемпе район администрацийĕ те вĕсене аталанма, сывлăхлă ỹсме тивĕçлĕ условисем туса парассишĕн сахал мар тăрăшаççĕ. Шел пулин те, социаллă сетьсенче час-часах çитменлĕхсене тупса, каярах вĕсене хăйсем пурнăçлама пулăшнă пек кăтартакансем пур. Тĕслĕхрен, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул патĕнче светофор лартасси тата асăннă пĕлỹ çурчĕн кĕçĕн классем вĕренекен учрежденине каякан çула сарасси, малашне каçхи шкула реконструкцилесси пирки пĕр вăхăт çырчĕç. Интернет тетĕлĕнче ку ыйтусене хускатиччен чылай малтан депутатсемпе район администрацийĕ вĕсене сỹтсе явнă, йышăну кăларса проектсем хатĕрленĕ.

Халĕ "Солнышко" ача сачĕ патне каякан тротуара хăтлăлатма пикеннĕ. Çакăн хыççăн татах социаллă сетьсенче учреждени пирки, унта çỹреме кансĕр иккенне çырма пикенчĕç. Мĕн тума палăртнисене пĕлсе тăрса çапла хăтланни килĕшỹсĕр тесе шухăшлатăп. Паян хускатнă темăна çак вăхăтрах пурнăçлама çук, темле тăрăшсан та. Проектсемсĕр, программăсене кĕмесĕр, аукционсем ирттермесĕр пĕр ĕçе те пурнăçлаймастăн, çакна шута илмеллех.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика