Октябрĕн 17 - 28-мĕшĕсенче республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та "Ăçта вилĕм сутнине пĕлтер!" акци иртет.
Мероприятие çамрăксене вилĕм кỹрекен, сывлăхне хавшатакан наркотиксене ăçта сутнине, çак ирсĕр ĕçе камсем явăçнине тĕпчесе пĕлес тĕллевпе ирттереççĕ. Акци вăхăтĕнче наркотиксемпе е ун тытăмлă япаласемпе çыхăннă кирек мĕнле хыпара та çийĕнчех 62-5-49 номерпе район прокуратурине, 61-4-92 номерпе район полицине, 61-3-01 номерпе район администрацине шăнкăравласа пĕлтерĕр.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |