"Урама патаксăр та тухаймăн..."

Категория: Публикации Опубликовано: 28.10.2022, 14:28 Просмотров: 170

ХИРТИ Пикшикре пурăнакан виçĕ ача амăшĕ çак сăмахсене "Авангард" хаçат редакцине телефонпа пăшăрханса шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Хĕрарăм ачисене хăйсем тĕллĕн урама кăларма хăранине, хăй те патаксăр урама тухманнине те каларĕ. Мĕншĕн тесен кăнтăрла та, каçхине те хуçасăр йытăсем унталла та кунталла ушкăнпах çỹреççĕ-мĕн. Вĕсем çуйхашаççĕ, вĕреççĕ, сассипе те çынсене сехĕрлентереççĕ. Йыттăн хỹри кукăр, теççĕ ваттисем. Тăватă ураллă "тус" ачасене те, ватăсене те хăратма çеç мар, çыртса илме те, пысăкрах инкек кăтартма та (ун пеккинчен Турă сыхлатăр) пултарать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика