Аслисен паттăрлăхĕ çамрăксемшĕн тĕслĕхлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 28.10.2022, 14:32 Просмотров: 222

 Эпир хаяр çапăçусене хутшăннă, вăрçă хирне выртса юлнă паттăрсене манмастпăр. Тыл хастарĕсене те асран кăлармастпăр. Вĕсем те çĕнтерĕ-ве çывхартма тăрăшнă. Вăрçă пирĕн халăхшăн йывăр тĕрĕслев пулчĕ. Чăваш Енре пурăнакансем фронта пулăшас тĕллеве чыслăн пурнăçланă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă вăхăтĕнчи халăхсен ĕçри паттăрлăхне халалланă уроксем иртрĕç.

Вĕренекенсемпе пĕрле Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, шкул директорĕ, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Наталия Андреева, районти централизациленĕ библиотека ĕçченĕ Наталья Ракова "Кирли çинчен калаçу" сехетне хутшăнчĕç. Хăнасем район халăхĕ хỹтĕлев чиккисене тунă çĕре мĕнле хутшăннине каласа пачĕç. Унта пулнисен аса илĕвĕсене ачасем патне çитерчĕç. Вăрçă вăхăтĕнчи Чăваш Енри халăх паттăрлăхĕ пуриншĕн те тĕслĕх пулнине çирĕплетрĕç.

Йывăрлăха, сивве, выçлăха, чире чăтма пултарнă халăх. Хăй умне лартнă тĕллевсене чыслăн пурнăçланă. Сăр хỹтĕлев чиккине тăвассине 1942 çулхи январĕн 20-мĕшĕ, Хусанăнне январĕн 25-мĕшĕ тĕлне вĕçленĕ. Кĕске вăхăтра 380 çухрăм хỹтĕлев конструкцийĕ ăсталанă. Тĕлĕнмелле вĕт. 5 миллион кубла метр çĕр чавнă, 1970 çĕр пỹрт тунă.

Хĕллехи вăхăтра çакнашкал ĕçре паттăрлăх кăтартнăшăн 50 ытла çынна патшалăх наградине панă. 280 çыннăн ячĕ республикăн Хисеп хăми çине кĕнĕ.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика