Ялта пурăнакансем выльăх-чĕрлĕх усраса, пахча çимĕç çитĕнтерсе алă-ура çавăрса пыма тăрăшаççĕ. Паллах, кун пек ĕçлекенсене те тимлĕх кирлĕ. Çакна шута илсе Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви (ку ыйтупа районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайпа ĕçпе тивĕçтерекен центр та ĕçлет) кăçал хушма хуçалăхран продукци туса илекенсене патшалăх енчен субсиди парассипе çĕнĕ йĕрке çирĕп-летрĕ.
Пулăшăва илес текенĕн хăй тĕллĕн ĕçленине (самозанятость) çирĕплетме телефон, планшет е компютер урлă "Манăн налук" приложенире регистрациленмелле. Сăмах май, хăй тĕллен ĕçлекенсен шутне ниçта та вăй хуманнисем те, тивĕçлĕ канăва тухнисем те, тĕп ĕç пур граждансем те кĕме пултараççĕ. Хушма хуçалăх çеç çăмăллăх илекен çинче пулмалла.
Сăкăтра пурăнакан Любовь Убасева нумай пулмасть шăпах хăй тĕллĕн ĕçлекенсене ял хуçалăх министерстви паракан пулăшупа усă курса ĕне-выльăх йышне ỹстернĕ.
- Эпĕ лавккара сутуçăра ĕçлетĕп. Ялта пурăннă май выльăх-чĕрлĕх те тытатпăр. Сĕтрен укçа кĕнине шута илсе кăçал ĕнесен йышне ỹстерес терĕмĕр, маларах иккĕ пурччĕ. Шăпах çак вăхăтра Сăкăт ял тăрăхĕн специалисчĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви хушма хуçалăхпа пурăнакансене паракан çăмăллăх пирки пĕлтерчĕ. Мăшăрпа калаçнă хыççăн патшалăх пулăшăвне илме шут тытрăмăр. Ял тăрăхĕн тата район администрацийĕн экономика, ял хуçалăх тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕсем кирлĕ документсене хатĕрлеме пулăшрĕç, - тет Любовь Ивановна.
Убасевсем уйрăм çынсенчен икĕ ĕне илнĕ, çакна çирĕплетекен чексене тата ытти документа тăратнă хыççăн патшалăх тăкака саплаштарма пулăшнă.
- Ял çыннисене тỹрех пысăк укçа кăларса хума çăмăл мар, çакăн пек тимлĕх уйăрни, пулăшни савăнтарать, - терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ выльăхĕсене кăнтăрлахи апат çитерме тухнă май.
"Хăй тĕллĕн ĕçлекен" ("самозанятый") статуса илнĕ çынсене килти хушма хуçалăхра ĕне йышне ỹстерме выльăх туянма 70 пин тенкĕ таран (ăратлă выльăх илнине пăхмасăр, вĕсем хаклăрах) саплаштарма пултараççĕ. Качакасен йышне пысăклатнисем пĕр пуçшăн 5 пин тенкĕ илееççĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курнисен виçĕ çул выльăх шутне чакарма юрамасть.
Çăмăллăх техника туянакансене те пырса тивет. 90 лаша вăйĕллĕ трактор, сỹре, плуг, прицеп, ĕне сумалли хатĕр (ял хуçалăх министерстви список хатĕрленĕ) тата ыттине те илсен 40 проценчĕ каялла таврăнать. Çавăн пекех илнĕ удобренин 30 процентне те патшалăх субсидилет.
Вĕлле хурчĕсем усрас кăмăллисем те пулăшу илееççĕ. Вĕсен ĕçĕнче кирлĕ таварсем туянма кайнă хисепĕн 40 процентне саплаштараççĕ.
Çакна та палăртса хăварас килет: хăй тĕллĕн ĕçлекенсене выльăх-чĕрлĕх, техника туянса тăкакланнăшăн 500 пин тенкĕ таран саплаштараççĕ.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |