Пушарсен сăлтавĕ тĕрлĕрен

Категория: Публикации Опубликовано: 17.11.2022, 12:28 Просмотров: 476

РАЙОНТИ пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 55 пушара шута илнĕ. Вут-çулăм алхаснипе çыхăннă инкексен сăлтавĕ тĕрлĕрен. Çынсем ытларах электрооборудованипе усă курнă, мунча хутнă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни тĕл пулать. Ачасем шăрпăкпа иртĕнни вара уйрăмах сехĕрлентерет. Çул çитмен ачасем хуçасăр, пушă ларакан çуртра "хỹтлĕх" тупнă, унта алхаснă тĕслĕх те пур. Юрать-ха вăл инкек-синкекпе вĕçленмен. Юлашки вăхăтра ун пек тума юраманнине пĕлсе тăрсах хирте улăм каяшне, хыт-хурана тивертсе çунтарнă тĕслĕхсем те пулкалаççĕ.

Юлашкинчен Анат Чакăри пĕр гражданина пушар хуралĕн инспекторĕсен çак сăлтавпа административлă майпа айăплама тивнĕ. Ку тĕлĕшпе маларах та çынсене типĕ курăка е ăпăр-тапăра çунтарнăшăн штраф панă тĕслĕхсем пулнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика