Пỹлме тулли тыр-пул, хĕпĕртемелĕх куншăн пур

Категория: Публикации Опубликовано: 21.11.2022, 16:29 Просмотров: 343

Кăçалхи çанталăк ял хуçалăхĕнче ĕçлекенĕн вăй-халне, чăтăмлăхне тĕрĕслемеллипех тĕрĕслерĕ: тăпра пĕр пек пиçменрен çур аки вăрăма тăсăлчĕ, çулла вара шăрăх та типĕ килчĕ, кĕркунне çумăр хăйĕн пирки куллен тенĕ пек аса илтерсе тăчĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăр çĕр ĕçченĕ пысăк тухăç пухса кĕртме пултарчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен паян, ноябрĕн 18-мĕшĕнче, иртекен Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне хавхаланупа, пысăк кăмăлпа кĕтсе илме кăтартусем чăннипех те курăмлине район администрацийĕн пуçлăхĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов та палăртрĕ.

- Виктор Игоревич, каланă сăмахсене çирĕплетме район çыннисене пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши, пахча çимĕç тата ытти культурăсен тухăçĕсен кăтартăвĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарар пуль?

- Кăçал тыр-пул 17703 гектарта çитĕнчĕ. Çуркунне хуçалăхсем агротехнологие пăхăнса акма тăрăшрĕç: минераллă удобренисемпе нумайăшĕ усă курчĕç, чир-чĕртен, хурт-кăпшанкăран хỹтĕлесе им-çам сапрĕç. Тăрăшса ĕçленине кура тухăç та савăнтарчĕ. Районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмĕшле 63200 тонна пухса кĕртнĕ, тухăç пĕр гектартан 35,7 центнерпа танлашрĕ. Пỹлмесем туллишĕн савăнмалăх пур. "Красное Знамя" , "Батыревский", "Исток", "Корма" ял хуçалăх предприятийĕсен, Ферид Чабатов, Мария Лаврентьева, Евгений Мартышкин, Людмила Краснова фермер хуçалăхĕсен кăтартăвĕсем тата пысăкрах. Çĕр улми, сахăр кăшманĕ, вăрлăх сухан тата ытти пахча çимĕç те ăнса пулчĕ.

- Акнă-лартнă культурăсем ăнса пулсан выльăх-чĕрлĕх отрасльне те аталанма çăмăл...

 - Тĕрĕсех калатăр. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 20239 пуç ĕне-выльăха шута илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма силос 39100 тонна, утă - 13240, сенаж 29307 тонна янтăланă. Пĕр условнăй ĕне пуçне 36,5 центнер апат единици хатĕрленĕ. Уявра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансен те мухтанмалăх мур: ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем пĕр ĕнерен вăтамран 6078 килограмм сĕт сунă. Пăрусен ỹт хушаслăхĕ 700 грамм ытларахпа танлашнă.

- Техника паркĕ юлашки икĕ çулта чылай çĕнелчĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем, çавăн пекех уйрăм çынсем те хăватлă, энергие перекетлекен техника ытларах туянма пуçларĕç.

- Туяннă техникăн 40 процентне патшалăх субсидилени шăпах техника паркне çĕнетме май пачĕ. Районĕпе 2088 ял хуçалăх техникине шута илнĕ, кăçал кăна 137 единица туяннă. "Хурçă утсемпе", кăкарса çỹремелли хатĕрсемпе хуçалăхсем пуянланнăран çĕр ĕç культури ỹсет, экономика кăтартăвĕсем лайăхланаççĕ, палăртнă тĕллевсем пурнăçланаççĕ.

Ял хуçалăхĕнче кашни отрасль пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă, çавăнпа та çитĕнỹсем пурте пĕрле тăрăшсан кăна пулаççĕ. Вăй хунăран, çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеччен ырми-канми тар тăкнăран кăçал та район республикăра 34,6 пин гектартан пуçласа 54 пин гектар таранччен ял хуçалăх çĕрĕ пур районсем хушшинче йĕркеленĕ экономика ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Виççĕмĕш çул малтисен йышĕнче. Çакă хăйех Юхмапа Пăла тăрăхĕнче маттур, ĕçлĕхлĕ çынсем пурăннине çирĕплетет. Никĕсĕ çирĕп пултăр тесе АПК ветеранĕсем хăй вăхăтĕнче хастарлăхпа палăрнă. Вĕсене тата паян ял хуçалăхĕнче тимлекенсене пурне те Ял хуçалăхĕ тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕпе саламлатăп.

О. ПАВЛОВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика