Муниципалитет реформи, юлашки çулсенче республикăра нумай калаçтарнăскер, вĕçленсе пырать. Вырăнсенче паян муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсене суйлаççĕ, çĕнĕ 2023 çула вĕсем суйланнă пуçлăхсемпе кĕрĕç. Çав вăхăтрах Правительство çуртĕнчен сигналсем килеççĕ, республика влаçĕсене районсен администрацийĕсен хальхи пуçлăхĕсен кагорти пĕтĕмпех тивĕçтермест. Пирĕн регион Пуçлăхĕн Администрацине çывăх çăлкуç çирĕплетнĕ тăрăх, нумайăшĕ юлĕ - муниципалитет округĕсен пуçлăхĕсен самай "ỹт хушнă" статусĕпе малалла ĕçлĕ, анчах хăшĕсен тухăçлăрах ĕçлекен ертỹçĕсем валли вырăн пушатма тивĕ.
Пĕтĕмпех хăйĕн вырăнне ларĕ
Кашни муниципалитетрах конкурс комиссийĕ йĕркеленĕ, унăн пĕр çуррине муниципалитет йĕркеленĕвĕн депутатсен пухăвĕ палăртать, теприне - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ. Тĕллев - конкурса хутшăнма документсем тăратнă граждансен йышĕнчен муниципалитет округĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнма лайăх хатĕрленнĕ çынсене вĕсен пултарулăхне, професси хатĕрленĕвне, стажне, ĕç опытне, çавăн пекех конкурс ирттернĕ май тупса палăртакан ытти пахалăхне тĕпе хурса альтернативлă никĕс çинче суйласа илесси. Комисси кандидатсене хаклать те чи тивĕçлисене депутатсен пухăвне сĕнет - юлашки суйлава вăл тăвать.
Унччен район пуçлăхĕ - депутатсен пухăвĕн председателĕ тата район администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă, малашне вара икĕ влаçлăх çухалать - пуриншĕн те муниципалитет округĕн пуçлăхĕ явап тытĕ, вăл округри влаçăн пĕртен-пĕр пĕрремĕш çынни пулĕ. Управленин пĕрлехи механизмĕ çуралать, пĕр пуçлăх, халăх суйлакан пĕр орган, пĕрлехи бюджет тата территори аталанăвĕн планĕ - йышăнусем тăвакан пĕр центр. Ял тăрăхĕсем уйрăм муниципалитет йĕркеленĕвĕн статусне çухатаççĕ - муниципалитет округĕн тытăмне кĕреççĕ, вĕсен администрацийĕсем округ администрацийĕн территори пайĕсем пулса малалла ĕçлĕç.
Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ Алексей Ладыков, тĕп хула сити-менеджерĕнче ăнăçлă ĕçлесе ку енĕпе пысăк опыт пухнăскер, пĕр пуçлăх пулнинче ырă енсене кăна курать:
- Манăн шухăшпа, вăхăтлă тата тĕрĕс йышăну. Муниципалитет влаçĕн централизацийĕ аталанушăн тата йышăнусемшĕн яваплă пулассине çирĕплетет. Унччен муниципалитет пуçлăхĕ халăх интересĕсемпе хỹтĕленессине, муниципалитет депутачĕсемпе пĕрле унăн ячĕпе йышăнусем тăвассине хăйĕн çине илнĕ. Администраци пуçлăхĕ вара яланах ĕç тумалли функцисемпе ĕçленĕ, вырăнти хăй тытăмлăх представителĕсем, çав шутра элита та, уççăн ăнланса пĕтереймен, муниципалитетра кам йышăнусем тăвать - хула пуçлăхĕ (депутат-и е администраци пуçлăхĕ) сити-менеджер-и? Çакă арпашу, иккĕленỹ çуратнă. Халĕ пĕтĕмпех хăйĕн вырăнне ларать.
Халăх влаçĕн пĕрлехи тытăмĕн тĕллевне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çынсене паянхи пурнăçăн мĕн пур стандарчĕпе тивĕçтерессинче курать - "çав стандартсемпе кашниех усă курайтăр, вĕсем паха пулччăр, хăрушсăрлăха тивĕçтерччĕр, çын ăçта - пысăк хулара е пĕчĕк ялта - пурăннине пăхмасăр пурнăç процесĕсемпе килĕшсе тăччăр". Пысăк тĕллевсене пурнăçлама ăнăçлă команда кирлĕ. Республикăра анлă правительство йĕркеленĕ, анчах нумай пулăм "власть вырăнта пулнинчен" килет - шăпах унра республика ертỹлĕхĕ вăл е ку хулари, районти, ялти пурнăçа лайăхлатмалли идейăсен генераторне курать. Ку енĕпе вара пур çĕрте те лайăх тееймĕн. Правительство çуртĕнче хăш-пĕр муниципалитет ĕçĕпе кăмăлсăрри туйăнатчĕ, ротаци, тĕрĕссипе, вăхăт ыйтăвĕ кăначчĕ.
Условисем пĕрешкел - кăтартăвĕсем тĕрлĕ
Суйлав - вăл е ку территорири граждансем хăйсене мĕнле туйнине кăтартакан чи лайăх индикатор. Çавăнпа авăн уйăхĕнчи сасăлав пĕтĕмлетĕвĕ вырăнсенчи пуçлăхсен ĕçне хакламалли аргументсенчен пĕри пулса тăни куçкĕрет. Тепĕр тесен, алла муниципалитетсенчи лару-тăру пульсĕ çинче тытма пулăшакан инструмент паян пайтах. Калăпăр, социаллă сетьсем. Вĕсене Правительство çуртĕнче тимлĕ сăнаса тăни вăрттăнлăх мар - сетьсем районсемпе хуласенчи "ыратакан вырăнсене" курса тăма май параççĕ.
Патшалăх программисенех илер - вĕсем йышлă, федераци, республика укçине тĕрлĕ çул-йĕр валли явăçтарма пулать. Анчах, тĕлĕнеççĕ регион министерствисенче, çав программăсене хутшăнас тĕлĕшпе темшĕн мĕн пур хулапа районах хастар мар. Çакă та - муниципалитетсен аталанăвĕн палитри тĕрлĕ пулнин сăлтавĕсенчен пĕри.
Пĕрешкел условисенче аталану тĕрлĕ пулни "аялтисене" - халăха - кăна мар, "çỹлтисене" те - республика ертỹлĕхне - тивĕçтермест. - Пĕрешкел майсем, условисем - ресурссем, çĕр, çыннисем те çавсемех, анчах кăтартăвĕ расна, - тет вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов. - Çакă ĕçĕн пур енне те пырса тивет - усăсăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртмешкĕн инвесторсене явăçтармалли проектсенчен тытăнса пуçаруллă бюджет майĕсемпе усă курасси таран. Çавăнпа вырăнсенчи пуçлăхсене яланах ыттисенчен вĕренме, вĕсен ăнăçлă опычĕпе усă курма сĕнетĕп. Сăмахран, Шупашкар районĕнче нумай проект пурнăçланать, Патăрьел, Тăвай, Комсомольски районĕсем, ыттисем хастар ĕçлеççĕ. Хăшĕсенче вара пĕр проект та çук. Е хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсене илер - кунта та тĕрлĕ районта пачах тĕрлĕ ỹкерчĕк, пĕрисенче çĕр-çĕр çынна регистрациленĕ, теприсенче - темиçе кăна... Хăйсем тĕллĕн ĕçлекен пулса регистрациленни вара граждансем валли патшалăх пулăшăвĕпе усă курмалли анлă майсем уçать.
Процесс пуçланчĕ
Пĕр сăмахпа, пиçсе çитрĕ. Хăш-пĕр муниципалитетри власть улшăнасси пирки сăлтавсăр калаçманни çирĕпленме те пуçларĕ ĕнтĕ. Иртнĕ эрнере икĕ муниципалитет округĕн пуçлăхĕсем паллă пулчĕç. Вăрмарта депутатсем шанăçа 56 çулти ентешĕпе Василий Шигильдеевпа çыхăнтарнă. Етĕрнесем вара маларах Шупашкар хулин администрацийĕн çамрăксен пайĕн пуçлăхĕ пулнă 29 çулти Станислав Трофимова суйланă. Улшăнусем çакăнпа кăна иксĕлмеççĕ. Эпир пĕлнĕ тăрăх, Сĕнтĕрвăрри, Элĕк, Шăмăршă муниципалитет округĕсенче те влаçа çĕнĕ çынсем килмелле. Тилхепене камсем тытĕç - хальлĕхе тавçăрма кăна пулать. Республика ертỹлĕхĕ енчен, пирĕн çăлкуç систернĕ тăрăх, пуçлăхсен йышне çамрăклатас кăмăл пур. Етĕрнери тĕслĕх те çакна çирĕплетет. Тепĕр самант, муниципалитетсен округĕсен администрацийĕсенче кĕçех çамрăксемпе ĕçлекен канашçăн штат должноçĕ пулмалла.
Çав вăхăтрах каякан пуçлăхсене шутран кăларма васкани вырăнсăр - Правительство çуртĕнче вĕсене юрăхсăра тухнă материал вырăнне хумаççĕ. "Эпир вĕсене ĕçшĕн тав тăватпăр. Пурте - ятлă-сумлă çынсем, Чăваш Ен Пуçлăхĕн командинче юлаççĕ. Вĕсене горизонтальлĕ ротаци мелĕпе ĕçпе тивĕçтерĕç", - пусăм тусах палăртрĕ Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов. Кỹренмесĕр сыв пуллашасси - çакă та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ Ольга Петрова, Вăрмар муниципалитет округĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнмалли кандидатсене суйласа илме хутшăннăскер, район администрацийĕн хальхи пуçлăхĕ Дмитрий Иванов хăйĕн кандидатурине тăратманни çинчен пĕлтерчĕ, анчах çĕнĕрен суйланнă пуçлăха пулăшма хатĕррине палăртать - çапла пулмалла та.
Пĕтĕмпех кадрсем татса параççĕ
Реформăланă вырăнти хăй тытăмлăхран, пуçлăхсенчен - çĕннисенчен те, районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсенчен "ỹстернисенчен" те - нумай кĕтетпĕр. "Муниципалитетсене компетентлă, амбициллĕ ертỹçĕсем кирлĕ, - терĕ Алексей Ладыков. - Опытсăр, йышăнусене пурнăçламалли хăнăхусăр ĕçлеме йывăр, йăнăшсем пулаççĕ, вĕсем йышăнусем тăвакан çынсен професси компетенцийĕсене те, ведомствăсен хушшинчи çыхăнури бюрократипе никĕсленекен хăнăхусене те пырса тивеççĕ. Паян муниципалитетсен ĕçĕнчен нумай килет, социаллă тытăм, хуласемпе поселоксен транспорт инфратытăмĕ, ЖКХри йĕркелĕх, территорисене тирпейлесси... Çавăнпа Чăваш Енĕн тĕп хулине 10 çула яхăн ертсе пынине тĕпе хурса вырăнсенчи пуçлăхсем чăн профессионалсем пуласса, çынсемпе тимлĕ ĕçлессе, граждансемпе диалог йĕркелеме пултарасса шанатăп.
Патшалăх Канашĕн депутачĕн Сергей Семеновăн та пуçлăхсем тĕлĕшпе требованисем уçăмлă, "Ман шутпа, хальхи вăхăтра муниципалитетсене хуçалăх çыннисен ертсе пымалла - политика енĕпе "сăрланман", çĕнĕ шухăшлавлă, ăслă, цифра технологийĕсене, производствăна ăнланакан, бюджет укçипе тухăçлă усă курма пĕлекен, çав вăхăтрах бюджет тулашĕнчи укçана та явăçтараякан çынсем пулмалла. Олег Николаевччен, шел те, апла марччĕ - пуçлăхсене вĕсем хăш партирине кура, хăйсен çыннисене, çывăххине шута илсе уйăрса лартатчĕç. Ят-сум çĕнсе илнĕ, çĕнĕ курăмлă, общество шухăш-кăмăлĕн лидерĕсене хăйсен енне çавăрма пултаракан çынсем кирлĕ. Çапла пулсан кăна ĕç ăнĕ".
Меллĕ самантпа усă курса Сергей Павлович чунра тулса çитни çинчен те каларĕ - хăйĕншĕн тăван Çĕнĕ Шупашкарти кадрсемпе çыхăннă ыйтăва çĕклерĕ: "Каллех Матвеева лартса хучĕç. Эпĕ ăна хирĕç мар, анчах çыннăн хăйĕн те кăмăлĕ çук ĕнтĕ - мĕншĕн каллех ăна, урăххисем çук-им. Хула пухăвĕнче 25 депутат - çамрăксем те пур вĕт. Улшăнмалла!"
Пиар кирлĕ мар
Халь ĕçрен пăрăннă, анчах хăй вăхăтĕнче районсен администрацийĕсене ертсе пынă, шанса панă территорисемшĕн тата унта пурăнакан çынсемшĕн яваплăх йывăрăшне хăйсем çинче туйнă çынсен шухăшĕ интереслĕ.
Чăн та, Анатолий Князев, пурнăçĕн 17 çулне Шупашкар районĕнчи муниципалитет службине панăскер, кайран Коми Республикин Ял хуçалăх министерствине ертсе пынăскер, хăйне обоймăран тухса ỹкнисен шутне кĕртме васкамасть: "Çурçĕр хыççăн сывлăха кăштах çирĕплетĕп те - вара..." Ну, ку, паллă телеертỹçĕ калашле, пачах урăх истори, "муниципалитет влаçĕн мĕнле пулмалла?" ыйту тĕлĕшпе вара унăн хуравĕ уçăмлă, "Чи малтанах - халăха çывăх пулмалла. Çынсен кăмăл-туйăмне, вĕсем мĕнле шухăшсемпе пурăннине пĕлсе тăмалла. Нумай енĕпе власть ирĕксĕрлет. Ку халăха кирлĕ-и - ыйтмастпăр. Çакă - паянхи влаçăн тĕп нуши. Тĕк тăнă çĕртех пиарланнине те сивлетĕп - ку халăха вĕчĕрхентерет. Халь мĕн тунă, кăçал мĕн тăватпăр - чăн ĕçе кăтартни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Комире пирĕн тỹрĕ телеэфирсем йăлараччĕ - кашни çын ыйту пама пултаратчĕ. Татăклă хурав параймарăн - намăс!"
Унăн "Çурçĕр опытĕнче" Чăваш Енре усăллă пулма пултаракан сюжет пайтах. Вĕсене ма кунта илсе килес мар. "Никам та ыйтмасть вĕт-ха", - кулса ячĕ Анатолий Пантелеймонович. Çапах, йышăнчĕ вăл, Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Хорасев унăн пулăшăвĕнчен ютшăнмасть, канашлать те, пулăшу ыйтма та хирĕç мар...
Кияметдин Мифтахутдинов та, хăй калашле, паян тăван ялĕнче пенсири канупа киленекенскер ("акă, сада тирпейлерĕм - ун патне нумай çул алă çитменччĕ"), пуçлăхсен ротацийĕ кирли пирки иккĕленмест. Вăл 9 çул Комсомольски районĕн администрацине ертсе пынă. Ун чухнехи тата хальхи муниципалитет влаçне танлаштарса нумай сăмах ваклас темерĕ, мĕншĕн тесен "эпир - совет саманин ачисем, ун чухне кадрсен хатĕрлевĕ енĕпе тимлĕх пысăк пулнă, пире сăнанă, хатĕрленĕ. Кайран вара демократи килчĕ..." Пĕлỹллĕ тата пултаруллă çынсем паян бизнеса туртăнаççĕ - унта ĕçлесе илме пулать, çавăнпа, ун шучĕпе, власть тытăмĕнче ĕçлемешкĕн пултаруллă çынсене социаллă гарантисемпе тата лайăх шалупа кăна илĕртме пулать - "эпир вара çынсене пĕчĕк ĕç укçипех лайăх ĕçлеттересшĕн - апла ĕç тухмĕ".
Вĕрентмелле, çитĕнтермелле
Сăмах май, шăпах - кадрсене хатĕрлесси пирки, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, республикăра муниципалитетсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, вĕсен çумĕсем, ĕçсен управляющийĕсем валли вĕренỹ курсĕ ĕçлеме тытăннă. Ăнсăртран пĕрре ирттерекен лекцисем мар, "курсантсем" çулталăк тăршшĕпех муниципалитет управленийĕн вăрттăнлăхĕсене ăса хываççĕ. Занятисене конкурспа суйласа илнĕ аслă вĕренỹ заведенийĕсен ăста преподавателĕсем, республикăн ĕç тăвакан влаçĕн представителĕсем ирттереççĕ - камран тата мĕн вĕренмелли чăннипех пур.
Муниципалитетсен ертỹçисемпе çыхăннă требованисем - пĕр вакун тата пĕчĕк урапа, çавна май ыйту çуралать: çак тиеве хăйсем çине илес текен йышлă-и? Вырăнсенчен пĕлтернĕ тăрăх, пуçлăх должноçне йышăнмалли кандидатсене суйласа илмелли конкурс комиссийĕсен али витĕр хăш-пĕр муниципалитетра теçетке çурă, тепĕр чухне ытларах та кандидат тухать. Анчах пуçлăх пулас кăмăл пурри - пĕрре, тивĕçлĕ пĕлỹ-пултарулăх пурри вара - пачах урăх калаçу. Çавăнпа ĕнтĕ ыйтăва Шупашкар хулин пуçлăхне Евгений Кадышева патăмăр. Вăл хăйĕн тĕслĕхĕпе пĕр юхан шыва икĕ хут кĕме май пуррине çирĕплетрĕ, çав вăхăтрах çак тĕслĕх муниципалитетсене ертсе пырас кăмăллă тата, чи кирли, ку енĕпе пултаруллă çын нумай мар-тăр тесе шутлама та хистет. –
Пуçлăхсен ротацийĕ пурнăç куçăмĕн хăвăртлăхĕпе шайлашмалла - тулашри тата шалти кăмăлсăрлăх çураличчен пулмалла, - терĕ Евгений Николаевич. – Питĕ ăнăçлă администраци пуçлăхĕччĕ - Алексей Ладыков. Хальхи те, Денис Спирин, çавăн пекех - чăн профессионалсем. Унашкаллисем сахаллăн, эппин, çитĕнтермелле, шырамалла. Муниципалитета ертсе пырасси - ансат мар ĕç. Калăпăр, çынсем хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнăва килеççĕ. Чылай чухне çак самантра пурнăçлама май çуккине ыйтаççĕ. Аукционсем, контрактсем - вăхăт кирлĕ. Ăна вара халех туса пар... Шăп çакăнта çынпа ĕçлесси пуçланать. Вăл аврал мелĕпе ĕçлесе йĕркене кĕртме май пур хăрăк водопровода, канализацие юсассинчен чылай кăткăсрах. Çынпа ĕçлесси - чи йывăрри.
Николай КОНОВАЛОВ. ("Хыпар" хаçат, 129 №, 2022, чỹк, 15)
Ноябрь 2024 |