Валентин КОНСТАНТИНОВ
Калав (Чăн пулнине суйса çырни)
Чартак Кули, Варасăрăн аслă урамĕн вĕçĕнче, Энĕш шывĕпе юнашар пурăнаканскер, хăйĕн çине шурă кĕпе, çутă костюм уртса ячĕ. Шĕвĕ çỹçне куçкĕски умĕнче чылайччен типтерлерĕ.
Çитмĕлтен иртнĕ хусах тăмран тунă чỹлмеке кăмакаран кăларчĕ. Ах, шăрши мĕне тăрать! Шаркку тăк шаркку! Ăна вăл хаçатпа чĕркерĕ. Кайран темиçе хутчен питшăллипе хупларĕ. Сăран сумккăна чикрĕ те автобус еннелле утрĕ.
Чартак Кули шаркку юратнине Варасăрта пĕлмен çын çук. Мăшăрсăр арăм-маткасем пĕрре кăна мар шарккупа илĕртме тăнă та пултарайман. Чартак Кули пек пĕри те ку апата чаплă пĕçереймеççĕ. Темĕн çитмест, темĕн ытлашши...
Хусах ĕнтĕ вăл тем тесен те хусах. Юлашки çулсенче ватлăха куçса пыракан арçын хутран-ситрен кăна пĕçеркелерĕ шаркку. Куславккана иленчĕ. Атăл хĕрринчи столовăйне çỹреме пуçларĕ. Унта, иккен, шаркку пĕçереççĕ! Чаплах мар та - аптарамасть. Çỹллĕ, тĕреклĕ, тап-таса тумтирлĕ хитре арçын çурта кĕрсе тăрсан, поварсем хыпкаланма пуçлаççĕ. Пысăк хăнана кĕтсе илнĕ пек вĕри шарккупа сăйлама тăрăшаççĕ.
Хĕрарăмĕсем пит тату та, шарккăвĕ вара Чартак Кулине килĕшми пулчĕ. Çулсерен начартарах та начартарах хатĕрлеме пуçларĕç ăна. Çĕрулмийĕ хуралса кайнă, суханĕ пиçмен, кишĕрĕ чăлт-чалт кăна... Какайне вара пит хĕрхенеççĕ! Шаркку теççĕ хăйсем, какайĕ вара çук. Чартак Кули ятарласах шутласа пăхрĕ иртнĕ шăматкун - ултă татăк хурса панă, вĕсенчен иккĕшĕ - çурмахлăх.
"Капла пулмасть, вĕрентмелле ку упраçсене шаркку пĕçерме", - шухăшларĕ арçын. Çак шухăшпах паян шаркку пĕçерсе кăларчĕ кăмакаран.
Столовăйне кĕчĕ кăна, директорпа тĕл пулма тỹр килчĕ.
- Николай Андреевич, хавас Сире курма! – терĕ вăл.
- Иртĕр, иртĕр, шаркку туххăмрах сĕтел çинче пулать!
- Ан хыпкаланăр, эпĕ хамăнне илсе килтĕм паян, - пĕлтерчĕ Варасăртан килни.
- Манне тутанса пăхăр-ха, килĕшет-ши? Чартак Кули хăйĕн шарккăвĕпе килнине пĕлсен, столовăйĕнче ĕçлекенсем пурте сĕтел хушшине вырнаçрĕç. Апачĕ питĕ килĕшрĕ.
- Питĕтутлă! - калаçрĕ директор.
- Эсир, иккен, хăвăр чаплă повар! Ĕçе илмелле мар-и Сире?
- Ĕçлесси иртнĕ ĕнтĕ, - терĕ хăна.
- Килĕшрĕ пулсан, питĕ хавас.
- Килĕшрĕ, килĕшрĕ, - татах калаçрĕ директор.
- Вăрттăнлăхсене уçмастăр-ши пире?
- Вăрттăнлăхĕ-мĕнни... Çуккă вăрттăнлăхĕ... Какай нумайрах ямалла, çавă кăна... Сĕтел тавра лараканскерсем чĕлхисене çăтса ячĕç тейĕн, пĕр сăмах та калаймарĕç. Директор та шухăша путрĕ.
- Ку пирĕн бренд пулать! - персе ячĕ юлашкинчен.
- Кашни шăматкун шаркку пĕçерсе анăр. Укçине тỹлетпĕр! Тулĕк... - кантăкран пăхса илчĕ директор.
- Кỹршĕ кафене кайнă ан пултăр!
Чартак Кули çак самантрах Шупашкарти çамрăк вăхăта аса илчĕ. Вăл Трактор тăвакан заводра ĕçлекен рабочи, театра спектакльсем пăхма хаваспа çỹретчĕ. Çулсем иртнĕçемĕн залра куракансем шĕвелчĕç. Артистсем унпа йỹпленĕ пек ун çине пăхса вылятчĕç.
- Тăванăм, театра ан пăрах! - терĕ пĕррехинче тĕп режиссер.
- Акă сана абонемент, укçасăрах çỹре... Сансăр театр хупăнать...
Театрĕ халĕ те ĕçлет, кураканĕсем çаплипех çукрах пулас. "Артистсем каркаланаççĕ пулсан, кусем те ĕçсĕр юлас çук", - шухăшларĕ малалла Чартак Кули. - Эпĕ шантарса калаймастăп, - пуплерĕ халĕвăл.
- Шаркку пĕçересси - сирĕн ĕç. Какайне нумайрах ярăр, çиекенсем вара хаваспах килĕç сирĕн пата. Директор килĕшнĕ пек пуçне сулларĕ...
Ноябрь 2024 |